10 октября 2017 г.
"Ырă ырăпа таврăнать" - теççĕ ваттисем çамрăксене ырă ĕç тума хавхалантарса. Пурнăçра çынна пулăшакансем - чăннипех те пысăк чун-чĕреллĕ çынсем. Хисеплĕ вулакансем, эсир ырă ĕç тума манман-и?
Сăмахран, Раççей почти октябрĕн 5-мĕшĕнчен 15-мĕшĕччен "Ыр кăмăллăх йывăççи" ("Дерево добра") акци йĕркелет. Çак вăхăтра эсир Раççей почта уйрăмĕсенче е https://podpiska.pochta.ru/decade сайтпа усă курса шкулсене, ваттисен çурчĕсене, учрежденисене, нумай ачаллă çемьесене хаçат-журнал çырăнса пама пултаратăр. Çакă вĕсемшĕн чăннипех те пысăк парне пулĕ.
Сăмахран, иртнĕ çырăнтару тапхăрĕнче пирĕн хисеплĕ вулакансем, Чăваш Республикин "Пограничниксен тăванлăхĕ" обществăлла организацин районти уйрăмĕн хастарĕсем Петр Степановпа Леонид Киргизов предпринимательсем районта пурăнакан нумай ачаллă 14 çемьене "Каçал ен" хаçат çырăнса панăччĕ. Кăçал та ырă кăмăллисем çак ĕçе малалла тăсасса шанатпăр. Шăпах хальхи вăхăтра Раççей почтин уйрăмĕсенче "Каçал ен" хаçата 2018 çулхи пĕрремĕш çурçула йỹнĕрех хакпа - 464 тенкĕ те 94 пуспа - çырăнма май пур. Апла пулсассăн, почта уйрăмĕсене çитме е почтальонсемпе тĕл пулма васкăр!
А.ЕФРЕМОВА
Источник: "Каçал Ен"