21 марта 2017 г.
Республикăра "Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн" ыркăмăллăх марафонĕ малалла пырать. Аса илтеретпĕр, ăна инвалид тата тăлăх, ашшĕ-амăш хỹттисĕр юлнă ачасене медицина пулăшăвĕ пама, ачалăха хỹтĕлекен ыркăмăллăх программисене пурнăçа кĕртме, çамрăк талантсене пулăшма укçа-тенкĕ пухас тĕллевпе йĕркелеççĕ.
Комсомольскисем те çулсерен çак ырă ĕçрен аякра юлмаççĕ, марафона хăйсен тỹпине хываççĕ. Мартăн 17-мĕшĕ тĕлне Комсомольскисенчен марафон пухмачне 5 пин те 100 тенкĕ куçнă. Пĕлтĕр марафона пурĕ 440 пин те 648 тенкĕ те 16 пус хывнăччĕ.
Ентешсем, айтăр-ха ырă ĕç тума васкар, хускалар, ачасене пулăшар! Марафон пухмачне кашниех хăйĕн тỹпине хывар!
"Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн" ыркăмăллăх марафонĕн реквизичĕсене аса илтеретпĕр: ЧРО ООБФ "Российский детский фонд". ИНН 2128005408/КПП 213001001. Р/с 40703810075220160067 в Чувашском ОСБ № 8613 г.Чебоксары. БИК 049706609. кор/с 30101810300000000609.
Источник: "Каçал Ен"