Альбусь-Сюрбеевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ шкул тарăн пĕлỹ илме хавхалантартăр

02 сентября 2016 г.

Ачасене тарăн та паха пĕлỹ илме кирлĕ условисем туса парасси - аслисен пысăк тивĕçĕ. Çак тĕллеве пурнăçлас тесе республикăра сахал мар тăрăшаççĕ. Хуласенче, район центрĕсенче, ялсенче паянхи кун ыйтăвне тивĕçтерекен шкулсем хута яраççĕ е вĕсене юсаса çĕнетеççĕ, çĕнĕ сăн кĕртеççĕ. Çакă пĕтĕмпех ятарлă проектсемпе килĕшỹллĕн пурнăçланать.

Августăн 31-мĕшĕнче пирĕн районти Элпуç ял тăрăхĕнче хута кайнă шкула шăпах çакнашкал проектпа хăпартса лартнă тата хăтлăлатнă. Çак кун районта тата уйрăмах Элпуç ял тăрăхĕнче пурăнакансемшĕн историе пысăк сас паллисемпе çырăнса юлчĕ.

Савăнăçлă уява шкул ачисемпе вĕрентекенсем çеç мар, ялта пурăнакансем вĕттинчен пуçласа ватти таранах, сумлă хăнасем, ентешсем чылайăн пухăннă. Пурин сăн-питĕнче те хаваслă кулă палăрать. Епле савăнмăн? Ачасем унччен кивĕ йывăç çуртра пĕлỹ пухнă. Сăмахран, шкул директорĕ Николай Ильин пĕлтернĕ тăрăх, вăл та асăннă шкулта пĕлỹ пухнă çеç мар, унта тата 25 çул ĕçлеме ĕлкĕрнĕ. Çавăнпа та педагогсем, шкул ачисем чунтан хĕпĕртени куç кĕретех. Икĕ хутлă çуртра вĕренме пур услови те çителĕклĕ. Кунта пĕтĕмпех пур: хăтлă та таса классем, спортзал, актовăй зал, столовăй, вылямалли пỹлĕмсем, шăл тухтăрĕн кабинечĕ, библиотека, лабораторисем тата ытти те. Кун пирки вĕсем 4-5 çул каялла ĕмĕтленме çеç пултарнă, халĕ вара шкулта пĕлỹ пухма, сывлăха çирĕплетме май пурришĕн чунтан савăнаççĕ.

Ял тăрăхĕнче пурăнакансемпе савăнăçа пĕрле пайлама, вĕсене шкул уçăлнă ятпа саламлама Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата сумлă ытти хăнасем те килсе çитрĕç.

- Çĕнĕ вĕренỹ çулĕнче хальхи пурнăç таппипе килĕшсе тăракан çĕнĕ шкул уçăлни чăннипех те савăнтарать. Вĕренỹ учрежденийĕнче ачасене тарăн пĕлỹ илме пурте пур. Эпир пысăк тавракурăмлă ачасем çитĕнччĕр, пурнăçра хăйсен вырăнне тупчăр тесе вăй хуратпăр. Сире чунтан саламлатăп, ăнăçу сунатăп, - терĕ Михаил Васильевич. Çавăн пекех вăл республикăра шкулсем хута ярассипе тата та вăйлăрах ĕçлессине пĕлтерчĕ. Çитес 10 çулта вара шкулсене юсаса çĕнетме тата çĕннисем тума 12,5 млрд тенкĕ яма палăртнă. Педагогсене хавхалантарасси те тĕп вы- рăнта пулĕ. 2016 çулта Пĕ тĕм тĕнчери тата Раççейри олимпиада çĕнтерỹçисемпе призерĕсене хатĕрлекен педагогсене 250 тата 150 пин тенкĕ парса хавхалантарĕç. Тăван чĕлхепе Пĕтĕм тĕнчери конкурссенче палăрнă вĕренекенсемшĕн те ятарлă грантсем параççĕ.

Комсомольски район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Самаркин шкул уçăлнă ятпа пухăннисене ăшшăн саламларĕ.

- Паян чăннипех те чаплă уяв. Районта çĕнĕ шкул хута каять. Вĕренỹ учрежденине тăвас ĕçе пысăк витĕм кỹнĕшĕн, пулăшнăшăн чи малтанах республика ертỹлĕхне чĕререн тав тăватăп. Вĕрентекенсемпе ачасене ăнăçу, çирĕп сывлăх сунатăп, - терĕ Алексей Алексан-дрович.

2016-2017 çулхи вĕренỹ çулĕнче çĕнĕ шкулта пуçласа 105 ача парта хушшине ларать. Ку шутран 16-шĕ - пĕрремĕш класс ачисем. Вĕсем пурнăçĕнчи пĕрремĕш урокра Михаил Игнатьевпа тĕл пулчĕç.

Элпуç ял тăрăхĕнче 165 ача вĕренмелли шкул уçăлнипе пĕрлех, асăннă шкул çумĕнчех 40 ача çỹремелли ача сачĕ те хута кайрĕ. Ача сачĕн пỹлĕмĕсемпе паллашнă май çăтмаха лекнĕнех туйăнчĕ. Сĕтел-пуканĕ, теттисем тĕрлĕ тĕслĕ те илемлĕ. Акă вăл ĕмĕтри ачалăх!

Ĕмĕт пурнăçланчĕ. Халĕ вара ачасен çанă тавăрса вĕренмелле, ăсталăха туптамалла, спортра палăрмалла, çĕнĕ çитĕнỹсем тумалла. Çакна пурнăçлама пурте çителĕклĕ.

А.Ефремова

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429144, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Альбусь-Сюрбеево, ул.Центральная, д.1
Телефон: 8(83539) 42-2-04
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика