19 августа 2016 г.
РФ Президенчĕн 1994 çулхи августăн 20-мĕшĕнчи Указĕпе килĕшỹллĕн, кашни çулах августăн 22-мĕшĕнче Раççей Патшалăх ялавĕн кунне паллă тăваççĕ.
Шурă-кăвак-хĕрлĕ ялава пĕрремĕш хут "Орел" çар карапĕ çинче çĕкленĕ. I Петĕр патша 1705 çулхи январĕн 20-мĕшĕнче Указ кăларнă. Унпа килĕшỹллĕн суту-илỹ карапĕсем çинче шурă-кăвак-хĕрлĕ ялав çакма хушнă. Анчах çак ялава 1896 çулта кăна, II Николай патшан коронацийĕ умĕн, официаллă статус панă. Шурă тĕс пархатарлăха, чыслăха пĕлтерет, кăвакки - тỹрĕлĕхе, хĕрли вара - ыркăмăллăха, хăюлăха.
1918 çулта Яков Свердлов пуçарнипе большевиксем ăна пăрахăçланă, хĕрлĕ ялав йышăннă. Виçĕ тĕслĕ ялав 1991 çулхи августăн 22-мĕшĕнче çеç каялла таврăннă, халь вăл çĕршывăмăрти пĕтĕм официаллă мероприятие илем кỹрет.
Источник: "Каçал Ен"