Альбусь-Сюрбеевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Патăрьел округĕпе - пилĕк кандидат

12 августа 2016 г.

Сентябрĕн 18-мĕшĕнче иртекен пĕрлехи суйлав кунĕнче Комсомольски районĕнчи Элпуç, Тукай тата Шурут ял поселенийĕсем Патăрьел пĕр мандатлă 2-мĕш суйлав округне кĕреççĕ. Çав территорисенче пурăнакансене пĕлсе тăма регистрациленĕ кандидатсемпе паллаштарасшăн.

Патăрьел пĕр мандатлă 2-мĕш суйлав округĕ тăрăх Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ пулас текен çак кандидатсене регистрациленĕ:

Николай Васильевич СЕЛИВАНОВА, ăна Пĕтĕм Раççейри "КОММУНИСТИЧЕСКАЯ ПАРТИЯ РОССИЙСКОЙ ФЕДЕРАЦИИ" политика партийĕн Чăваш Енри уйрăмĕ сĕннĕ. Вăл 1951 çулта çуралнă, Патăрьел районĕнчи Патăрьел ялĕнче пурăнать, партин Патăрьел районĕнчи уйрăмĕн пĕрремĕш секретарĕ. Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕ ăна çавăн пекех Патăрьел пĕр мандатлă суйлав округĕ тăрăх парти списокне кĕртнĕ;

Олег Вадимович МЕШКОВА, ăна Пĕтĕм Раççейри "ЕДИНАЯ РОССИЯ" политика партийĕн Чăваш Енри уйрăмĕ сĕннĕ. 1966 çулта çуралнă, Шупашкарта пурăнать, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ;

Руслан Юрьевич ФРОЛОВА, ăна "Региональное отделение Политической партии СПРАВЕДЛИВАЯ РОССИЯ в Чувашской Республике" суйлав пĕрлешĕвĕ сĕннĕ. 1976 çулта çуралнă, "Экспресс Ритейл" ООО контролерĕ, Патăрьел районĕнчи Патăрьел ялĕнче пурăнать;

Федор Валерьевич ПЕТРОВА, кандидатурине вăл хăй тăратнă. 1986 çулта çуралнă, Патăрьел тĕп район больницин программисчĕ, Шăмăршă районĕнчи Кахăрлă Шăхаль ялĕнче пурăнать;

Станислав Юрьевич АЛЕКСАНДРОВА, ăна Раççейри "Политическая партия ЛДПР - Либерально-демократическая партия России" политика партийĕн Чăваш Енри уйрăмĕ сĕннĕ. Вăл 1987 çулта çуралнă, Çĕнĕ Шупашкар хулинче пурăнать, "ЧОП "Гранит" ООО 6-мĕш разрядлă охранникĕ.

Саккунпа килĕшỹллĕн палăртнă вăхăтчен (июлĕн 29-мĕшĕнчи 18 сехетчен) документсене туллин тăратманнине пула "Российская партия пенсионеров" политика партийĕн регионти уйрăмĕ сĕннĕ Егор Михайлович СЕТРИВАНОВА Патăрьел территориллĕ суйлав комиссийĕ регистрацилеме килĕшмен.

Патăрьел тĕп суйлав комиссийĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429144, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Альбусь-Сюрбеево, ул.Центральная, д.1
Телефон: 8(83539) 42-2-04
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика