Альбусь-Сюрбеевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хурçă ут хире тухма хатĕр-и?

22 июля 2016 г.

Производствăра ĕç çемми шыв юххи пек пĕр тикĕс те кал-кал пынă вăхăтра эпир хамăра лăпкă туйса нимĕн çинчен те шухăшламастпăр. Уяр кун çиçĕм çиçсе кĕмсĕртетнĕн инкек-синкек е пĕр-пĕр пăтăрмах сиксе тухсан вара ниçта кайса кĕрейместпĕр. Çавăнпа та инкексемпе кĕтмен пăтăрмахсем сиксе ан тухчăр тесе Патшалăх техника надзорĕн районти тĕп инспекторĕ Сергей Кокарев март уйăхĕнче çурхи акана хутшăнакан техникăна çитсе тĕрĕслет, çак вăхăталла вара вырмана тухма хатĕрленекен техникăна тĕрĕслев витĕр кăларать.

Акă, июлĕн 19-мĕшĕнче Сергей Кокарев, ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп агрономĕ Шамиль Зейнутдинов Хайртдиновăн хресченпе фермер хуçалăхне, "Дружба", "Труд", "Луч" ЯХПКсене, "Урожай" колхоза çитсе унти лару-тăрупа паллашрĕç.

Хайртдинов фермер хуçалăхĕнче вырма ĕçне пуçăннă тесе çырнăччĕ ĕнтĕ. Эпир çитнĕ чухне Анатолий Безрукинпа Владимир Шамбулин хирте вăй хуратчĕç. Июлĕн 20-мĕшĕ тĕлне вĕсем 45 гектартан 120 тонна кĕрхи ыраш çапса илнĕ. Тухăçĕ те аван. Асăннă хуçалăхра кăçал 510 гектар пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем пуçтарса кĕртмелле, вĕсенчен 110-шĕ - кĕрхи культурăсем.

"Дружба" ЯХПКра вара тăрăшсах комбайнсене юсатчĕç, вăхăтра йĕркене кĕртсе çитерме тăрăшатчĕç. Вĕсен кăçал ĕçĕ те нумай, 924 гектар пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене тăкаксăр пуçтарса кĕртмелле. Вырмара "Дружбăсен" 5 комбайн ĕçлĕ. Сергей Николаевич вĕсене тĕплĕн тĕрĕслерĕ, огнетушитель, шыв, хăйăр, медицина аптечки, кĕреçесемпе шăпăрсем пуррипе çуккине те пăхса тухрĕ, механизаторсене хăрушсăрлăх правилисене пăхăнмаллине асăрхаттарса каларĕ.

"Трудсен" кăçал 2 комбайнпа 735 гектар пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене çапса кĕртме вăй çитермелле. Хуçалăхра пурĕ 4 комбайн, анчах та, механизаторсем çителĕксĕррипе, иккĕшĕ çу вăхăтĕнче гаражра ĕçсĕр ларĕ. "Луч" ЯХПКра лару-тăру аван. Ĕç кал-кал пырать, çитес вăхăтрах вырмана тухма хатĕрленеççĕ, техникăна йĕркене кĕртсе çитернĕ. Ыраш пиçсе çитессе çеç кĕтмелле, çанталăкĕ уяр тăрасса шанмалла.

"Урожай" колхозра вара тиркемелли те çук. Вĕсем кашни çулах ĕçе вăхăтра пурнăçлаççĕ, тухăçне те аван илеççĕ. Хуçалăхра кăçал 1544 гектар пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем çитĕнтернĕ. Вĕсене вырса кĕртме вара 3 комбайн хатĕр, унсăр пуçне пĕр комбайн çулнă çĕре хутшăнĕ.

"Победăсем" те ыран-паян вырмана тухма хатĕр. Кунта хăрушсăрлăх правилисем ыйтнă хăш-пĕр хатĕрсене туянмалла çеç. Хуçалăхра кăçал 663 гектар пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем акнă. Асăннă гектарсене парăнтарма икĕ комбайн хире тухĕ. Шамиль Минуллович кунта нумаях пулмасть ĕçе пуçăннă çĕнĕ председатель Петр Козлов вырмана вăхăтра вĕçлессе шаннине пĕлтерчĕ.

Техосмотр ăнăçлă иртрĕ теме юрать. Хăш-пĕр кăлтăксене, çитменлĕхсене пĕтерсе, пĕлтĕрхи йăнăшсене шута илсе тĕрĕс пĕтĕмлетỹсем тăвасса, водительсемпе механизаторсем хăрушсăрлăх техникине пăхăнса инкек-синкекрен сыхланасса шанас килет. Çул çине тата уй-хире юсавлă та шанчăклă техникăпа çеç тухасчĕ.

Н.АРХИПОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429144, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Альбусь-Сюрбеево, ул.Центральная, д.1
Телефон: 8(83539) 42-2-04
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика