Альбусь-Сюрбеевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ вĕренỹ çулне - çĕнĕ шкул

12 июля 2016 г.

Сентябрĕн 1-мĕшĕнче Элпуç ял тăрăхĕнчи çĕнĕ шкулта ачасем пуçласа партта хушшине ларĕç, шăпăрлансем ача сачĕн алăкĕсене уçĕç.

Июлĕн 11-мĕшĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Самаркин вăтам шкул строительствипе паллашрĕ. Паянхи куна шкул çуртне хăпартнă, шалти инженери ĕçĕсене 96 процент, пỹлĕмсенчи ĕçсене 92 процент пурнăçланă. Хальлĕхе ĕçченсем урайне плиткăсем сараççĕ, маччасене тăваççĕ, стенасене сăрлаççĕ.

Вăтам шкулăн пĕрремĕш хутĕнче 70 вырăнлă столовăй, спортзал, акт залĕ, пуçламăш классен пỹлĕмĕсем тата ытти кабинетсем пулаççĕ. Иккĕмĕш хутра - вĕренỹ класĕсем, лабораторисем, вуламалли зал тата библиотека, учительсен тата директор пỹлĕмĕсем.

Çавăн пекех шкул территорийĕнче спорт площадки, хоккей вылямалли вырăн, вĕренỹпе опыт зони тума палăртнă. Кунта ĕç кал-кал пырать. Ĕçченсем шаннă ĕçе тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ. Тĕллев - вăтам шкула палăртнă вăхăтра хута ярасси.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429144, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Альбусь-Сюрбеево, ул.Центральная, д.1
Телефон: 8(83539) 42-2-04
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика