26 апреля 2016 г.
Нумаях пулмасть Элпуç ял тăрăхĕн библиотекинче "Литературăллă Чăваш Ен: чи лайăх вуланакан кĕнеке" республикăри конкурса хутшăнакан кĕнекесене сỹтсе яврĕç. Библиотека тусĕсем чылай кĕнекене вуласа тухма та ĕлкĕрнĕ. Аслисем те, ачасем те конкурса хутшăнакан кăларăмсене пысăк хак пачĕç. Вĕсем вулав каçĕсене, сехечĕсене, викторинăсене хастар хутшăнчĕç. Ачасемшĕн "Алра тытма илемлĕ, вулама та интереслĕ" уяв та кăсăклă иртрĕ. А.Галкинăн "Аптраман Роман", В.Давыдов-Анатрин "Ỹссен кам пулан?", А.Миллинăн "Мухтанчăк" кĕнекисене ачасем хавас кăмăлпа сỹтсе яврĕç. "Чи лайăххисене 2016 çеккунт вулатпăр" республикăри акцие йĕркеленĕ май Хирти Явăш тĕп шкулĕнче 6-мĕш класра вĕренекенсемпе Ф.Куперăн "Последний из могиган" романĕн сыпăкĕсемпе паллашрăмăр.
Библиотекăра йĕркелекен мероприятисене ачасем хутшăнни савăнтарать.
Р.РОЗОВА,
библиотекарь
Источник: "Каçал Ен"