Альбусь-Сюрбеевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ульха аппа ачисемпе савăнать

05 апреля 2016 г.

Пĕрисене пурнăç аслати çапнă йывăç пек шатăрах хуçать, теприсем шăпа темĕн тĕрлĕ асаплантарсан та парăнмаççĕ, малаллах ăнтăлаççĕ. Кулленхи пурнăçпа савăнма пĕлеççĕ. Ку чун пуянлăхĕпе çыхăннă, ахăр. Тен, çывăх çыннисем хавхалантарнинче, инкекре пăрахманнинче, пĕр-пĕрне ăнланнинче пĕтĕм сăлтавĕ.

Элпуç ялĕнчи Ольга Ивановна Долгова нумаях пулмасть 80 çул тултарчĕ. Унăн ачалăхĕ туслă кил-йышра иртнĕ. Килĕштерсе пурăнакан Иванпа Алекса тĕпренчĕкĕсене мĕн пĕчĕкренех ĕçлеме хăнăхтарнă. 10-12 çулта хĕрача кăмака хутма, ĕне сума, утă çулма, çурлапа тырă вырма тата ытти ĕçе тума пĕлнĕ. Аслисемпе пĕрле хире тухнă. Ỹссе çитсе хĕр пулсан çак ялти Иванпа мăшăрланнă. Упăшкипе килĕштерсе пурăннă, 6 ача пăхса ỹстернĕ.

Ĕçне кура - хисепĕ, теççĕ. Чăн малтанах Ульха аппа Хирти Выçли ялĕнчи медпунктра 13 çул санитаркăра ĕçленĕ. Каярахпа Хирти Явăш шкулĕнче техничкăра та вăй хунă, Элпуç ялĕнчи сысна ферминче чылай çул ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă.

Ахальтен мар Ольга Долговăна "Ĕç ветеранĕ" медаль парса чысланă.

- Ачасене çĕршыва юрăхлă çитĕнтересси тĕп тĕллев пулнă Ваньккапа иксĕмĕрĕн,- аса илет малалла Ульха аппа. Ултă ачаран 4-шĕ ялтах тĕпленнĕ. Ывăлĕсем пурте механизатора вĕренсе тухнă, виççĕшĕ мĕн пĕчĕкренех тăван колхозра вăй хунă, халĕ те кунтах ĕçлеççĕ. Çулла комбайнпа, ытти чухне тракторпа тăрăшаççĕ.

Аслă хĕрĕ, Таиç, амăшĕ хыççăн фермăра чылай çул ĕçлерĕ, халĕ вăл та тивĕçлĕ канура ĕнтĕ. Паянхи куна Ульха аппан 18 мăнук тата мăнукĕсен 12 ачи.

Паян Ульха аппа кĕçĕн ывăлĕпе Павелпа тата кинĕпе Светлана Михайловнăпа пурăнать. Кинĕ ялти фельдшер пунктĕнче медсестрара, ывăлĕ шкул пĕтернĕренпех тракторпа ĕçлет. Çурчĕ-йĕрĕ пысăк та çутă, пур çĕрте те тирпейлĕх хуçаланать. Ывăл-кинĕ пирки ăшă та ырă сăмах нумай каларĕ Ульха аппа.

- Ачасене пула пирĕн ĕмĕр вăрăм. Ырлăхра пурăнатпăр эпир. Япаласене çуса, якатса параççĕ. Яланах тутлă апатпа сăйлаççĕ. Чăннипех лайăх пăхаççĕ пире. Хамăн ĕмĕрĕмре йĕппе çипе алран яман, алса-чăлха çыхнă, çĕленĕ, сапланă. Пĕрре те ахаль ларман, - тесе ăшшăн калаçрĕ манпа Ульха аппа.

Р.РОЗОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429144, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Альбусь-Сюрбеево, ул.Центральная, д.1
Телефон: 8(83539) 42-2-04
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика