29 марта 2016 г.
Кашни çулах ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 30-мĕшĕччен республикăри регион тата муниципалитет шайĕнче усă куракан автомобиль çулĕсемпе çỹремешкĕн вăхăтлăх чараççĕ.
Ку пур транспорта та пырса тивмест. Çак тапхăрта йывăр тиевлĕ машинăсем çак çулсемпе çỹреймĕç. Груз, апат-çимĕç, выльăх апачĕ, эмелсем, топливо, вăрлăх турттаракан транспорт тата автобуссем çулсемпе унчченхи пекех усă курĕç.
Источник: "Каçал Ен"