Альбусь-Сюрбеевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Регионти лару-тăрупа паллаштарнă

02 февраля 2016 г.

 Январĕн 29-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа ĕçлĕ тĕл пулу ирттернĕ. Михаил Игнатьев чи малтанах регионти социаллă пурнăçпа, экономика лару-тăрăвĕпе паллаштарнă:

- Çулталăка тивĕçлĕн вĕçлерĕмĕр. Бюджетăн тупăш пайĕ процентпа илсен 1,8 хут ỹснĕ, ку - республикăн пĕрлештернĕ бюджечĕ, 44 млрд та 364 млн тенкĕпе танлашнă. Сирĕн указсене илес пулсассăн, вĕсене эпир пĕтĕмпех туллин пурнăçлатпăр. Вĕренỹ, медицина сферинче тăрăшакансен ĕç укçин виçи пĕтĕмпех "çул-йĕр карттипе" килĕшỹллĕн йĕркеленсе пырать. Тăватă çул хушши демографи лару-тăрăвĕ ỹсĕмлĕ, нумай çул пурăнакансене комплекслă майпа хаклама пуçларăмăр. Республикăра вĕсен шучĕ пилĕк çулта 4 пин те 910 çын чухлĕ ỹснĕ. Кăтарту 2010 çулхипе танлаштарсан 37 процент пысăкрах. Республикăра 100 çултан иртнисем - 64-ăн.

Республикăра пурăнакансене тивĕçлĕ медицина пулăшăвĕ парассипе тухăçлă ĕçленине те палăртса хăварнă Михаил Васильевич. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, юлашки 2,5 çулта 100 фельдшерпа акушер пункчĕ тунă. Кăçал бюджетра 50 млн тенкĕ уйăрма палăртса хунă, çавна май тата 50 пункт çĕклемелле.

- Регионта тавар производствин калăпăшне ỹстересси çине электротехника промышленноçĕ пысăк витĕм кỹрет. Электротехника кластерĕнче - 27 организаци. Импорта улăштарас енĕпе шăпах вĕсем лайăх кăтартусемпе палăраççĕ, паян тĕнче шайĕнчи ABB, Alstom, Schneider Electric компанисемпе тупăшаççĕ.

Раççейре машина тăвасси тата республикăра Тракторсем тăвакан завод йывăр вăхăтсене тỹссе ирттерет. Республикăра электротехника кластерĕн предприятийĕсене тата та лайăхрах условисем йĕркелесе пама тăрăшатпăр. РЖД, "Газпром", нефтьпе газ промышленноçĕ федераци шайĕнче ирттерекен конкурссене хутшăнаççĕ, вĕсем валли паха таварсем тăратма пултараççĕ, - тенĕ Михаил Игнатьев.

Вăл çавăн пекех республика Правительствин патшалăх политикине пурнăçласа çынна инвестици хывни лайăх кăтарту кỹнине тата республикăри кашни пиллĕкмĕш предприяти ăнăçлă ĕçленине палăртнă. Вăтам тата пĕчĕк предпринимательлĕхпе, бизнеспа пĕрле тупăша ỹстерессишĕн çине тăрса ĕçлемеллине те каласа хăварнă.

ЧР влаç органĕсен официаллă сайтĕнчен

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429144, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Альбусь-Сюрбеево, ул.Центральная, д.1
Телефон: 8(83539) 42-2-04
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика