Альбусь-Сюрбеевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Марье аппа - 90 çулта

19 января 2016 г.

Иртнĕ эрнере Хирти Явăшра пурăнакан хисеплĕ ватăсенчен пĕри, ĕç ветеранĕ, тыл ĕçченĕ Мария Ивановна Орлова 90 çулхи юбилейне паллă турĕ.

Мария Ивановна пурнăçри йывăрлăхсене парăнтарса, çутă малашлăх пирки ĕмĕтленсе пурăннă, юратнă, ĕçленĕ. Пурнăçĕ çăмăлах килмен пулсан та 7 ача ỹстернĕ. Халĕ 12 мăнукĕпе тата вĕсен 10 ачипе киленсе пурăнать.

90 çулхи юбилей ячĕпе Мария Ивановнăна район администрацийĕн капиталлă строительствăпа çурт-йĕр, коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ Александр Краснов саламланă. Вăл юбиляра Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Путинăн открыткине, Комсомольски район администрацийĕн парнине панă.

Çавăнпа пĕрлех Мария Ивановнăна Элпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Гордеев тата вырăнти культура çурчĕн пултарулăх коллективĕ саламланă, çепĕç юрăсем шăрантарнă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429144, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Альбусь-Сюрбеево, ул.Центральная, д.1
Телефон: 8(83539) 42-2-04
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика