12 января 2016 г.
Январĕн 10-мĕшĕнче хĕллехи спорт тĕсĕсен республикăри центрĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕн парнисемшĕн çемьесем хушшинче йĕлтĕрпе чупассипе ăмăртусем иртнĕ. Пĕтĕмпе 63 çемье, хĕллехи спорт ăмăртăвĕсене юратакансем, ветерансем килсе çитнĕ. Спорта юратакансене Михаил Игнатьев саламланă: "Паянхи кун йĕлтĕр çине тăнă кашни çын çĕнтерỹçĕ. Савăк кăмăла эсир çулталăк тăршшĕпех упраса пурăнăр. Çитес çулсенче те çакăн пек хастар пулма тăрăшăр".
Асăннă ăмăртăва районти спортпа туслă çемье - Давыдовсем - хутшăннă. Галинăпа Анатолий Давыдовсем тата Диана хĕрĕ тĕрлĕ дистанцисенче йĕлтĕрпе чупнă, финиша вунпĕрмĕш çитнĕ. Çак ăмăртăва вĕсем кашни çулах хутшăнаççĕ, хăйсен ăсталăхне туптаççĕ.
Источник: "Каçал Ен"