12 декабря 2015 г.
Николай ИЛЬИН, Хирти Явăш тĕп шкулĕн директорĕ:
- Раççей Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне янă Çырура тĕп темăсене - демографи лару-тăрăвĕнчен пуçласа вăйлă, никама пăхăнман çĕршыв туса хурасси, терроризмпа кĕрешнинчен пуçласа коррупцие пĕтерсе лартасси таран - хускатрĕ.
Владимир Владимирович вĕрентỹ сферине малалла аталантармалли пирки те уççăн палăртрĕ. Ачасене тарăн пĕлỹ парассинче çĕнĕ технологисем пурнăçа кĕртмеллине, учительсен ку енĕпе тĕллевлĕн ĕçлемеллине асăнчĕ. Çĕннине пурнăçа кĕртнипе пĕрлех малтанхи пионерсен керменĕсенче, çамрăк техниксен кружокĕсенче мĕн лайăххи пулнине те аса илсе пурнăçра усă курма сĕнни питĕ вырăнлă. Шăп паянхи ачасен, çамрăк ăрăвăн темиçе çултан çĕршыв пуласлăхĕ çинчен шутлама тивет, çавăнпа та вĕсене кирлĕ професси памалла, тивĕçлĕ ĕç кадрĕсем ỹсчĕр тесе шкул саккинченех тăрăшмалла. Çак тĕслĕхсем пурте çĕршыв ертỹлĕхĕ çитĕнекен ăрушăн - пирĕн патшалăх тĕрекĕн пуласлăхĕшĕн - тăрăшнине çирĕплетеççĕ.
Мингазым ШАРАФУТДИНОВ, "Кызыл сабанча" фермер хуçалăхĕн ертỹçи:
- Федераци Пухăвне янă Çырăвĕнче Владимир Путин тĕрлĕ халăх çыннисен пĕр чĕлхе тупса туслă пурăнмалла тесе калани килĕшрĕ. Чăваш Енре 33 наци культура пĕрлĕхĕ чăмăртаннă. Пирĕн районта та тĕрлĕ халăх çынни килĕштерсе пурăнать. Эпир, тутарсем, хамăр пурăнакан республикăн чĕлхине лайăх пĕлетпĕр, ирĕклĕн калаçатпăр. Ĕмĕр-ĕмĕр тытса пырасчĕ нацисемпе тĕрлĕ тĕнпе пурăнакансем хушшинчи çураçулăха.
"Усă курмасăр выртакан çĕр пулмалла мар, пурне те çаврăнăша кĕртмелле", - тенине те ырлатăп. Çĕр-аннемĕртен кулмалла мар, вăл пире тухăç парать, çăкăр çитерет.
Источник: "Каçал Ен"