Альбусь-Сюрбеевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асăрхан! Уртаракан чир

12 декабря 2015 г.

Уртаракан чир сиенĕ пирки тăтăшах ял çыннисемпе тĕл пулса калаçатпăр, хаçатра та çыратпăр. Яланах асăрхануллă пулма ыйтатпăр. Анчах та ноябрь уйăхĕнче Хирти Явăшри пĕр хуçалăхра ĕне уртаракан чирпе чирленине палăртнă. Çавна май Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев асăннă хуçалăхра карантин пулнă пирки 2015 çулхи ноябрĕн 23-мĕшĕнче ятарлă хушу кăларнă.

Элпуç ял тăрăхĕнче пурăнакансем пĕлтернĕ тăрăх, вĕсем ял çывăхĕнче, çырма-çатрасенче тилĕсем çỹренине хăнăхса çитнĕ. Чирлĕ пĕр тилĕ вара хуçалăха пырса кĕнĕ, ĕнене çыртнă.

Кăçал Чăваш Республикинче уртаракан чир тĕлĕшпе лару-тăру çивĕчрех. Ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне уртаракан чире регистрациленĕ 70 тĕслĕхрен 55-шне тилĕсем пуçарнă. Ахаль чухне тилĕсем çав тери асăрхануллă, тимлĕ. Чирлесен вара вĕсем уйрăм хуçалăхсене, фермăсене кĕме шикленмеççĕ.

Уртаракан чиртен сыхланса мĕн тумалла-ха? Тилĕсен, кашкăрсен шутне тĕрĕслесе тăмалла. Кăçал республикăра 500 тилĕпе кашкăра персе вĕлернĕ. Пирĕн районта вара ку енĕпе çине тăрса ĕçленĕ теме çук. Сунарçăсем хастарлăхпа палăрман.

Районти ветеринари ĕçченĕсем кăçал 2610 йытта, 1600 кушака тата выльăх-чĕрлĕхе вакцинациленĕ. Килсĕр çỹрекен 169 йытта вĕлернĕ. Апла пулин те килсĕр, хуçасăр çỹрекен йытăсем районта сахал мар.

Уртаракан чире сиплеме çук, унран асăрханма çеç пулать. Çавна май шикленмесĕр çỹрекен, хуçалăха пырса кĕрекен йытăсемпе, выльăх-чĕрлĕхпе хутшăнакан тилĕсемпе кашкăрсенчен асăрханмалла. Вĕсем çыртнă тĕслĕхсем çинчен çийĕнчех районти ветеринари службине пĕлтермелле. Килти кушаксемпе йытăсене вакцинацилеме манмалла мар. Пурин те тимлĕ пулмалла.

Э.ИЛЬЯЗОВ

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429144, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Альбусь-Сюрбеево, ул.Центральная, д.1
Телефон: 8(83539) 42-2-04
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика