21 ноября 2015 г.
Иртнĕ юнкун, ноябрĕн 18-мĕшĕнче, пĕтĕм республикăри пекех, пирĕн районта та черетлĕ Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ пулчĕ. Унăн тĕп теми - 2016 çулта Чăваш Республикинче Ĕç çыннин çулталăкне ирттересси. Унпа пĕрлех информаци кунĕнче 2015 çулхи декабрĕн 14-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри граждансене йышăнмалли куна йĕркелессине, кĕркуннехи-хĕллехи тапхăрта пушартан сыхланса хăрушсăрлăх правилисене пăхăнассине, 2016 çулта Ял хуçалăх çыравне ирттерес енĕпе хатĕрленỹ ĕçĕсем мĕнле пынине, "конвертлă" ĕç рынокĕн проблемисене тата кальян туртнă хыççăнхи сиенрен сывлăха сыхлас темăпа пыракан уйăхлăха сỹтсе яврĕç.
Район администрацийĕн пуçлăхĕпе Алексей Самаркинпа Чăваш Ен Патшалăх Канашĕн социаллă политикăпа наци ыйтăвĕсен комиссийĕн председателĕ Петр Краснов Александровка тата Комсомольски ял тăрăхĕсене çитнĕ. Хырай Ĕнел ял çыннисемпе тĕл пулнă чухне Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕн ыйтăвĕсемпе пĕрлех ЧР Пуçлăхĕ октябрĕн 28-мĕшĕнче кăларнă "Яллă вырăнсенче культурăпа кану организацийĕсен ĕç-хĕлне лайăхлатасси" Указĕ çинчен те сăмах хускатнă. Асăннă указ ял çыннисемшĕн чи кĕтнĕ, чи кăмăллă хыпар пулнă. Ара, ялти кивĕ клуб çурчĕ юрăхсăра тухнă, ун вырăнне иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсен вĕçĕнче çĕклеме пуçланине вара туса пĕтермен. Вырăнта пурăнакансем çитес çулсенче канăва йĕркелекен çĕнĕ учреждени пуласса чăтăмсăррăн кĕтеççĕ.
Александровка ял поселенийĕн администрацийĕнче Алексей Александровичпа Петр Степанович хуçалăх кĕнекисене епле çырнипе паллашнă, унта тĕрĕс те тулли информаци çеç кĕртмеллине уйрăммăн палăртнă. Вĕсем 75 çул упранаççĕ-çке, информаци çăлкуçĕ пулса тăраççĕ.
Малалла А.А.Самаркинпа П.С.Краснов Комсомольскинчи Чернов урамĕнче çул саракансемпе тĕл пулнă. Ял территорине сарлакалатассине тата нумай хваттерлĕ çуртсенче юсав ĕçĕсем ирттерессине сỹтсе явнă, Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн коллективĕпе курса калаçнă.
"Хыпар" ИÇ директорĕн - тĕп редакторĕн çумĕ Геннадий Максимов, район пуçлăхĕ - "Слава картофелю" агрофирмăн директорĕ Хасиятулла Идиатуллин Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхне çитрĕç, ĕç коллективĕсемпе тĕл пулчĕç. Ял поселенийĕн пуçлăхĕ Геннадий Ефремов ин-формушкăна вырăнти ĕç-пуçпа паллаштарчĕ. Малтанах Янкасси ялĕнчи Восточная урамра саракан çула пахаларĕç. 400 метр тăршшĕ, 18 киллĕ урамри çула сарма бюджетран 97 пин тенкĕ янă, çак касра пурăнакансем те икшер пин тенкĕ пухса панă. Ялти уйрăм çыннăн магазинĕнче кальян туртмалли пỹлĕм пуррине илтсе çула май кĕрсе пăхма шутларăмăр. Анчах сутуçă пире унăн ванчăкне çеç кăтартрĕ, "ỹкерсе çĕмĕрнĕ", терĕ. Те чăнахах çĕмĕрĕлнĕ вара, те хуçисем влаç çыннисен куçĕ умне кăларма хушман - пĕлеймерĕмĕр.
Нĕркеç вăтам шкулĕнчи учительсен коллективĕпе ирттернĕ тĕл пулура хăнасем информкун темисене хускатрĕç. Вĕрентекенсем уçă калаçăва хаваспах хутшăнчĕç, хăйсене пăшăрхантаракан ыйтусене те сỹтсе яврĕç. Чăваш чĕлхи орфографине апла та капла улăштарни ачасемшĕн те, вĕрентекенсемшĕн те мелсĕр пулнине палăртрĕç. Шкула хутса ăшăтакан газ кăмаки йĕркеллĕ ĕçлеменни, ача сачĕ кирли, "Чувашавтодор" сарма пуçланă çула вĕçне çитерменни пирки те ыйтусене çĕклерĕç.
Информкуна килнĕ ушкăн Çĕнĕ Кипеçри сĕт-çу заводĕнчи ĕçсем епле пынипе те кăсăкланчĕ. Кунта производство лаптăкĕсене сарас тĕллевпе строительство ĕçĕсем пуçланă. Ни-кĕсне маларах ярса хатĕрленĕ, кирлĕ материалсене кỹрсе килнĕ. Завод коллективĕ пахалăхлă продукцие туянакансем патне çитерес тесе тăрăшать.
Комсомольски ял поселенийĕн пуçлăхĕ Юрий Митюков, район администрацийĕн капиталлă строительствăпа çурт-йĕр, коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ Александр Краснов, районти централизациленĕ бухгалтерин тĕп бухгалтерĕ Олеся Митюкова, вĕренỹ пайĕн информаципе методика центрĕн директорĕ Лариса Антонова "Кооператор" ООО, тĕп больница коллективĕсемпе, Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче ачасемпе, педагогсемпе тĕл пулса информкунăн тĕп темисемпе паллаштарчĕç.
2016 çулта республикăра Ĕç çыннин çулталăкĕ пулни çинче Александр Васильев чарăнса тăчĕ.
Конвертра паракан ĕç укçин проблеми пирки Олеся Митюкова каласа пачĕ. Шалăва çакăн евĕр панине пула республика кашни çулах миллионшар тенкĕ налук илеймест.
Информкунăн тĕп ыйтăвĕсем хушшинче 2016 çулхи Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх перепиçĕ пулчĕ. Ун пирки тĕплĕн Лариса Антонова пĕлтерчĕ.
Информкунăн çивĕч ыйтăвĕ - кальян туртнă хыççăнхи сиенлĕх темипе пуçарнă республикăри уйăхлăх. Ун çинче Юрий Митюков чарăнса тăчĕ. Паянхи куна районта кальян сĕнекен 4 точка пур. Комсомольскинче 2-мĕш кафе уçăлма хатĕрленет. Çакăн евĕр кафесем пушă лармаççĕ, шкул ачисем çамрăксемпе танах, унăн сиенлĕхне пĕлеççĕ пулин те, кальян туртма васкаççĕ. Кальянăн сĕрĕм газĕ вара чĕрене, ỹпкене, ăс-тăна хавшатать.
Информушкăнсем çав кун районти кашни ял тăрăхнех çитнĕ, палăртнă ыйтусене çутатнă. Тĕл пулусем хыççăн кашниех хăйне кăсăклантаракан ыйтăва пама, хурав илме пултарнă.
Л.ШУРЯШКИНА,
Н.АРХИПОВА
Источник: "Каçал Ен"