Альбусь-Сюрбеевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вулавăшра ентешсен кĕнекисем нумай

14 ноября 2015 г.

Кашни çын амăшĕн чĕлхине, тăвван халăхĕн историне, йăли-йĕркине, сăмах-халапне пĕлме тивĕç. Паян вара пурте çакна пăхăнаççĕ теме çук. Пирĕн хушăра чылайăшĕ тăван халăх историне пĕлмест е маннă, унпа кăсăкланмасть. Хăй кам пулнине, хăш халăхран тухнине маннă çын тымарсăр йывăç пекех - типет те кăшт çил вĕрнипех ỹкет.

Çавăн пек ан пултăр тесе эпир, библиотека ĕçченĕсем, сахал мар тăрăшатпăр. 2015 çул Раççейре Литература çулталăкĕ пулнă май тĕрлĕ мероприятисем - акцисем, пĕлỹ урокĕсем, презентацисемпе литература каçĕсем, çавра сĕтел хушшинче калаçусемпе тĕлпулусем ирттеретпĕр. Асăннă мероприятисене ачасене ытларах явăçтарма тăрăшатпăр. Мĕншĕн тесессĕн юлашки вăхăтра кĕнекепе туслă ачасен йышĕ чакать. Вĕсем пушă вăхăтра кĕнеке вуласа мар, ытларах компьютер патĕнче ирттереççĕ.

Тăван ен историйĕпе кăсăкланакан вулакансем валли библиотекăра "Комсомольский край в стихах и прозе" кĕнекесен куравне йĕркелерĕмĕр. Унта пирĕн ентешсен мухтавлă та ырă ĕçĕсемпе туллин паллашма пулать. Пирĕн районта паллă çыравçăсем сахал мар. Вĕсем - Д.Гордеев, В.Туркай, Г.Максимов, Л.Таллеров, К.Турхан, Н.Ыдарай, Эмине, М.Каçалсем, Х.Агивер, Г.Уткин, В.Шемекеев тата ытти нумай-нумай пултаруллă ентешсем. Вĕсем çинчен хаçат-журналсенче те вуласа пĕлме пулать.

Çав вăхăтрах хамăр тăрăхра пурăннă е халĕ те пурăнакан, тăван халăхăмăрăн чысне çĕклессишĕн ырми-канми ĕçлекенсем çинчен ырă сăмах калас килет.

Тăван тăрăхри паллă çынсен пурнăçĕпе, пултарулăхĕпе паллашнă май çамрăк ăру халăх историне асра тытасса шанас килет. Вулакансем куравпа паллашса В.Туркайăн "Çăлкуç çути", "Шурă фарфор чашăк", "Турă питĕнчи куççуль" кĕнекисене алла илчĕç. Акă, нумаях пулмасть чăваш поэчĕ Валери Туркай библиотекăра хăнара пулнă май "Çиччĕрен çиччĕ", "Ку эпĕ - Валери Туркай", тутарларан чăвашла куçарнă "Моабет тетрачĕсем" кĕнекесем парнелесе хăварчĕ.

Çавăн пекех ытти ентешсен кĕнекисем те çỹлĕк çинче вырăн тупнă. Вулакансем Г.Максимовăн "Сталин грамоти", "Танец в ночи", К. Турханăн "Сĕве Атăла юхса кĕрет", Д.Гордеевăн "Хуп хушшинчи çылăх", "Çурта кунĕ" кĕнекисене юратса вулаççĕ.

Библиотека алăкĕ кашнийĕшĕн уçă. Килĕр! Вулăр! Кăсăклă кĕнекесем нумай.

Р.РОЗОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429144, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Альбусь-Сюрбеево, ул.Центральная, д.1
Телефон: 8(83539) 42-2-04
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика