17 октября 2015 г.
Октябрĕн14-мĕшĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Самаркин, ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ Илдус Миннетуллин Элпуç ял тăрăхĕнче пулнă.
Чи малтанах вĕсем "Дружба" ЯХПК ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă, сахăр кăшманĕ кăларакан уйра пулнă. Хуçалăхра асăннă культурăна 200 гектар çинче çитĕнтернĕ. Кашни гектарăн вăтам тухăçĕ - 250 центнер. Палăртса хăвармалла, кăшман сахăр промышленноçĕшĕн чи паха культура шутланать. Çавна май хуçалăхра асăннă тымар-çимĕçе чылай çул çитĕнтереççĕ, япăх мар тухăç тата тупăш илеççĕ.
Çавăн пекех Алексей Александрович Элпуçри вăтам шкул строительстви мĕнле пынипе те кăсăкланнă. Паянхи куна ĕçсене планпа килĕшỹллĕн туса пыраççĕ, вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçлаççĕ. Вăтам шкулăн иккĕмĕш хутне хăпартса пĕтернĕ, çитес вăхăтра çивиттине витме тытăнаççĕ. Аса илтеретпĕр, шкула 2016 çулхи çĕнĕ вĕренỹ çулĕ тĕлне хута яма палăртнă.
Источник: "Каçал Ен"