07 октября 2015 г.
Районта "Çулталăк çемйи" конкурс йĕркелесси йăлана кĕнĕ. Асăннă конкурса маттур та пултаруллă, пуçаруллă çемьесене тупса палăртас тĕллевпе ирттереççĕ. Кăçал ăна Аслă Чурачăкри культура çуртĕнче йĕркеленĕ. Конкурса 10 çул ытла пĕрле пурăнакан, виçĕ е ытларах ача ỹстерекен çемьесем хутшăннă. Вĕсем тĕрлĕ конкурссенче хăйсен ăсталăхĕпе çемьери йăла-йĕркипе паллаштарнă. Районта пурăнакан çемьесем юрлама та, ташлама та вăхăт тупаççĕ, ачисене те тĕрлĕ ĕçе явăçтараççĕ.
Конкурса хутшăннă Верăпа Сергей Горбуновсем (Хурнай) "Туслă çемье" номинацире палăрнă. Эльвирăпа Александр Николаевсем (Хирти Явăш) - чи пултаруллă çемье. "Çыпăçуллă çемье" номинацире Валентинăпа Сергей Филипповсем (Çĕнĕ Мăрат) палăрнă.
Телейлĕ те килĕшỹллĕ çемьере çеç ачасем тĕрĕс-тĕкел çитĕнме пултараççĕ. Ашшĕ-амăшĕпе пĕрле вĕсем пĕрремĕш утăмĕсене тăваççĕ, калаçма вĕренеççĕ. Ĕçлеме те, çынна хисеплеме те, аслисене сума сума та çемьере хăнăхтараççĕ. Ашшĕ-амăшĕ - ачасемшĕн тĕслĕх. Апла пулсассăн шăпах асăннă конкурссем çемьесене пĕрлештереççĕ, туслаштараççĕ.
Источник: "Каçал Ен"