Альбусь-Сюрбеевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хастар çын пур ĕçре те маттур

26 сентября 2015 г.

"Маттур, пуçаруллă, хастар çын" теççĕ ун пирки юлташĕсем, ĕçтешĕсем. "Вăл çумра чухне нимĕн те хăратмасть. Тĕрлĕ лару-тăруран та наччасрах çаврăнса тухма майне тупать. Пире вăл яланах пулăшса, вĕрентсе, ертсе пырать", - тет сăмах пуçарса районти 31-мĕш пушар чаçĕн караул начальникĕ Андрей Жуков. Сăмахăм Сергей Алексеевич Алексеев пирки. Вăл районти пушар чаçне 16 çул ертсе пырать. Çак вăхăтра вăл çĕр-çĕр пушара сỹнтерме хутшăннă. Ĕçтешĕсене çирĕп йĕркене пăхăнма хăнăхтарнă. Сăмахран, пушар хуралĕнче ĕçлекенсен вут-çулăм тухнине шăнкăравласа пĕлтернĕ хыççăн 1 минут хушшинче тăхăнса, автомашинăсем çине ларса çула тухаççĕ. Апла пулсассăн çак ĕçре вара чи чăтăмлисем, хастаррисем çеç ĕçлеме пултараççĕ. Сергей Алексеевич ертсе пыракан коллектив чăннипех те маттурисен йышĕнче. Вĕсем çулсеренех республика шайĕнче иртекен ăмăртусене хутшăнаççĕ, малти вырăна тухаççĕ. Час-часах тĕрлĕ вĕренỹсем йĕркелени пушар сỹнтерекенсен ăсталăхне ỹстерме май парать. Вĕсем кашни лару-тăрăва тĕрĕс хаклаççĕ, йышăнусем тăваççĕ, çынсене çăлаççĕ, вут-кăвара мĕн пултарнă таран хăвăрт сỹнтереççĕ.

- Коллектив туслă, пĕр-пĕрне яланах пулăшмаллине тĕпе хурса ĕçлет. Чаçре ытларах пĕр вăхăтра ĕçе пуçăннă çынсем тăрăшаççĕ. Çавна май пире ĕçлеме те, ăмăртусенче çĕнтерме те аван. Эпир пĕр-пĕрне пилĕк пỹрнене пĕлнĕ пек пĕлетпĕр, - терĕ ĕçпе паллаштарса ертỹçĕ.

Сергей Алексеевич профессие ахальтен суйласа илмен, чун ыйтнипе, çынсене пулăшас тĕллевпе çак çул-йĕрпе утма шутланă вăл. Чи малтан, çартан таврăнсан, вăл Шупашкар хулинчи 6-мĕш пушар чаçĕнче ĕçлеме тытăнать. Çак вăхăтра профессиллĕ пĕлỹ илес тĕллевпе Иваново хулинчи пушар техника училищине вĕренме кĕрет. Вĕренсе тухнă хыççăн пĕр вăхăт Елчĕк районĕнче тăрăшать. 1997 çулта районти пушар надзорĕн уйрăмне ĕçлеме çирĕплетеççĕ. 1999 çултанпа вăл - 31-мĕш пушар чаçĕн начальникĕ. Сергей Алексеева ĕçри ỹсĕмсемшĕн пĕрре кăна мар Хисеп хучĕпе, Тав çырăвĕпе чысланă. "За безупречную службу", "20 лет МЧС", "За тушение лесных пожаров" медальсем, "За заслуги" паллă çемье архивĕнче упранаççĕ.

Вăл обществăлла ĕçре те хастар. Сергей Алексеевич пуçарнипе 2014 çулта районти пушар чаçĕ умне вут-кăвара сỹнтернĕ чухне усă курнă ĕлĕкхи насуса вырнаçтарнă. Çак тупрана Киров поселокĕнчен кỹрсе килнĕ. Халĕ унпа кашниех паллашма пултарать. Районти моряксен обществин хастар членĕсенчен пĕри те вăл. Сергей Алексеевич тăрăшнипе моряксем тĕл пулса профессиллĕ уява паллă таваççĕ, ăмăртусем йĕркелеççĕ. Пĕрле пуçтарăнса курнăçнине, савăннине мĕн çиттĕр! Сергей Алексеевич палăртнине яланах тỹрĕ кăмăлпа, вăхăтра пурнăçлать. Çакна хĕрĕпе ывăлне те мĕн пĕчĕкрен хăнăхтарса ỹстернĕ.

А.ЕФРЕМОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429144, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Альбусь-Сюрбеево, ул.Центральная, д.1
Телефон: 8(83539) 42-2-04
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика