26 августа 2015 г.
Августăн 22-мĕшĕнче Хирти Выçли ялĕнче фельдшерпа акушер пунктне савăнăçлă лару-тăрура уçнă. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Самаркин, ЧР Патшалăх Канашĕн социаллă политикăпа наци ыйтăвĕсен комитечĕн председателĕ Петр Краснов хутшăннă.
- Фельдшерпа акушер пунктне 2013 çулта ĕçе кĕртме тытăннă ятарлă программăна пурнăçласа хута янă. Унпа килĕшỹллĕн республикăра ялта пурăнакансене тивĕçлĕ пулăшу пама 100 ФАП ĕçлеме пикенмелле. Акă, районта та вĕсен шучĕ 4-а çитрĕ, çитес вăхăтра Шурут, Тукай ял тăрăхĕсенче те медицина объекчĕсем хута кайĕç, - пĕл-тернĕ Петр Степанович уява уçнă май.
Алексей Самаркин ялта пурăнакансен кăмăлне тивĕçтерекен пункт пурри, унта яланах медицина пулăшăвĕ пама пултарни çав тери пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртса хăварнă. Фельдшерпа акушер пунктне уçма сумлă хăнасем çеç мар, ялта пурăнакансем, хулара тĕпленнисем пурте хаваспах хутшăннă.
Надежда Васильевна Павлова, медицина ĕçченĕ:
- Пирĕн ялта паянхи кун ыйтăвне тивĕçтерекен фельдшерпа акушер пункчĕ туни - чăннипех те савăнăçлă пулăм. Эпир вăл уçăласса чăтăмсăррăн кĕтрĕмĕр. Кĕтнĕ кун çитрĕ, медицина учрежденийĕн алăкĕсем уçăлчĕç. Халĕ ĕнтĕ вырăнтах сипленме, тивĕçлĕ пулăшу илме май пур. Ялта пурăнакансен пурнăçне лайăхлатассишĕн тăрăшакансене - Чăваш Республикин ертỹлĕхне, Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствине, район администрацине, строительсене - чĕререн тав тăватпăр.
Источник: "Каçал Ен"