03 августа 2015 г.
«Ял йăшса, ватăлса пырать» текене хирĕçлесе эпĕ ăна Каçал тăрăхне çитсе унти пурнăçпа паллашма сĕннĕ пулăттăм. Кунти сывлăшпа сывласа пĕр тапхăр пурăнсан çав çыннăн шухăш-кăмăлĕ урăхланатех пулĕ тетĕп. Çакнашкал хака, чăн та, Комсомольскисем кăна мар, республикăри ытти чылай район та чăннипех тивĕçлĕ. Сăмахăма Комсомольскисемпе çыхăнтарса пуçлама тивнин вара сăлтавĕ пур. Иртнĕ кĕçнерникун Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев кунта çитни ахальтен марах. Çук, тĕрĕслевпе килмен Михаил Васильевич, маттур та хастар, пуçаруллă та тăрăшуллă халăхпа тĕл пулма, ăна хумхантаракан ыйтусене пĕрле тишкерме. Паллах, кăтартуллă ĕçшĕн тав тума.
«Чирлисен шучĕ чаксах пытăр»
Михаил Игнатьевăн ĕçлĕ çулçÿревĕ Дубовка ялĕнчи савăнăçлă пулăмран пуçланчĕ. Кунта çав кун халăх сывлăхĕн сиплевĕн çĕнĕ учрежденийĕ уçăлчĕ. Фельдшер-акушер пункчĕ республикăн асăннă программипе килĕшÿллĕн çĕкленнĕ. Ăна тума Чăваш Ен хыснинчен 2187,1 пин тенкĕ уйăрнă. Подрядчик - «Строительные технологии» ООО - пĕтĕм ĕçе кĕске вăхăтра тата пысăк пахалăхпа пурнăçланă. Курнăçса калаçнă çынсем каланă тăрăх - «уйрăмлăхĕ - çĕрпе пĕлĕт пекех». Чăннипех, хальхи - çутă, таса, хăтлă. Пациентсене йышăнмалли кабинетсене малтанхи медицина пулăшăвĕ памалли çĕнĕ оборудовани вырнаçтарнă, медикамент туяннă. Сĕтел-пуканĕ те - вĕр çĕнни. ФАП заведующийĕ, аслă квалификаци категориллĕ фельдшер Людмила Красновăн сăнĕнчен йăлтăр кулă самантлăха та çухалмасть. Ара, малтанхинче, çул урлă вырнаçнă Культура çурчĕпе юнашар, тĕрĕсрех, ун çумне тĕксе хăпартнă пунктра нимĕнле услови те пулман-çке: нÿрĕк, хĕсĕк, тĕксĕм... Хĕллесенче сивĕрен пациентсемпе пĕрлех мĕн чухлĕ тăр-тăр чĕтремен-ши?
Дубовка ял халăхĕн савăнăçне Михаил Васильевичсăр пуçне çав кун Раççей Федерацийĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, Каçалсен ентешĕсем - Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Социаллă политикăпа национальноçсен ыйтăвĕсен комитечĕн председателĕ Петр Краснов, «Газпром межрегионгаз Чебоксары» ООО генеральнăй директорĕ, Чăваш парламенчĕн депутачĕ Кияметдин Мифтахутдинов, район ертÿлĕхĕ тата ыттисем те пайларĕç.
Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче юлашки вăхăтра республикăри ялсене аталантарма, унти çынсен пурнăç условийĕсене лайăхлатма пысăк калăпăшлă ĕç тунине, Чăваш Ен ертÿлĕхĕ хăй çине илнĕ обязательствăсене яваплăха туйса пурнăçланине палăртрĕ. Дубовкăри фельдшер-акушер пункчĕ - ялсенче модульлĕ 100 ФАП тумалли программа шутĕнчен. Август уйăхĕнче шăпах çавăн пек 100-мĕш пункт хута кайĕ. «Асăннă Указ ялсенчи кашни 5-мĕш пункта çĕнетме май пачĕ», - пĕтĕмлетрĕ М.Игнатьев. Ку пушă сăмахсем мар. Халăх хăех сывлăх учрежденийĕсен пурлăхпа техника никĕсĕ пуянланса, ÿссе пынине, условисем лайăхланнине туйса илчĕ. Федераци влаçĕсем те пирĕн республикăна фельдшер-акушер пункчĕсен сетьне аталантарас тĕлĕшпе çĕршывăн чи лайăх 8 регион шутне кĕртнĕ.
Ял çыннисен ячĕпе Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ Сергей Совин аякка тухса çÿремесĕр сывлăха çирĕплетме, тĕрĕслеттерсе тăма май туса панăшăн республика тата район ертÿçисене, Михаил Васильевича - уйрăммăн, чĕререн тав турĕ, малашнехи ĕç-хĕлре ăнăçу сунчĕ. «Ку савăнăçлă пулăма эпир чылай кĕтрĕмĕр, вăл тинех çитрĕ», - терĕ сумлă ватă.
Ялти çамрăк ăру хĕрлĕ хăйăва каснă хыççăн хăнасем сывлăх пунктне шалтан пахаларĕç. Сăмах май çакна каласа хăварар: унăн пулăшăвĕпе виçĕ ял - Дубовка, Йăпăлти /Васильевка/ тата Çĕнĕ Каçал - çыннисем усă курĕç. Михаил Игнатьев вырăнти фельдшера медицинăн пулăшăвĕн культурине ÿстерсех пыма сунчĕ, «чирлисен шучĕ чаксах пытăр», - терĕ.
Палăртнă вăхăтра хута кайĕ
Элпуç тата кÿршĕри темиçе ял ачисем унччен пĕр хутлă йывăç çуртра пĕлÿ илнĕ. Паллах, вăхăт иртнĕçемĕн вăл пусăрăннă. Вĕрентекенсем те, вĕренекенсем те халĕ инçех мар çĕкленекен пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан 165 вырăнлă шкул çурчĕ çине пысăк шанăçпа пăхаççĕ. Сăмах май каласан, кунтах шкул умĕнхи ачасен 40 вырăнлă учрежденийĕ те вырăн тупĕ. Строительсем кăçалхи апрель уйăхĕнче ĕçе тытăннă. Вăл кал-кал пыни куç умĕнчех: пĕрремĕш хучĕ çĕкленнĕпе пĕрех. Унта виçĕ халăх ачи-пăчи пĕлÿ илĕ.
Проект документацине «Суварстройпроект» ООО хатĕрленĕ. Патшалăх экспертизин пĕтĕмлетĕвĕпе строительство хакĕ - 187,7 миллион тенкĕлĕх. Аукционра Ф.Шарафутдинов ертсе пыракан «Арка» строительство фирми çĕнтернĕ. Фагиль Фазыльянович ĕçе контрактпа килĕшÿллĕн, çитес çулхи вĕренÿ çулĕ умĕн вĕçлеме шантарать. Кăçалхи ĕç-пуç валли республика бюджетĕнчен - 10 млн, федераци хыснинчен - 11,9 млн тата район 500 пин тенкĕ куçарнă.
Михаил Игнатьев строительсен хастарлăхĕпе, хăпартакан çурт пахалăхĕпе кăмăллă юлчĕ. «Шкул çуртне вĕренÿ процесне паянхи шайпа йĕркелесе пырассине тĕпе хурса тăвăр», - терĕ вăл, çав вăхăтрах ял çыннисене те строительство пахалăхĕпе кăсăклансах тăма хушрĕ: «Кăмăла каймасан подрядçăсене тÿрех асăрхаттарăр...»
Кунти ĕç-хĕлпе паллашнă хыççăн Михаил Игнатьев Явăшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкула çĕнĕ вĕренÿ çулне мĕнле хатĕрленнипе кăсăкланчĕ. Элпуç ял тăрăхĕнчи çынсен ыйтăвĕсем те хуравсăр юлмарĕç.
Марафон хупăнчĕ, акци тăсăлать
Комсомольскисем «Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе» марафона сумлăн хупма ытахальтен тивĕçмен - Каçал Ен фонда кăçал ытти çулхинчен виçĕ хут ытларах укçа хывнă. Вĕсен пухмачри тÿпи - 330 пин тенкĕ.
Михаил Игнатьев асăннă акци пĕлтерĕшĕпе тĕллевĕ питĕ сăваплине палăртнипе пĕрлех ача-пăча малашлăхĕшĕн, пуласлăхĕшĕн, телейлĕ ăраскалĕшĕн хăйсен чун пархатарне шеллемен çынсене чĕререн тав турĕ: «Эпир пĕрремĕш çул кăна мар ĕнтĕ халăхпа пĕрле пархатарлă ĕçшĕн укçа-тенкĕ пухатпăр. Кăçал, акă, ырă тĕллевпе 7 млн та 300 пин тенкĕ пухăнчĕ. Акцие хутшăннă кашни çыннах сăвап пултăр...»
Михаил Игнатьев пухăннă пĕтĕм укçа-тенкĕ сăваплă ĕç валли кайнине палăртрĕ. Марафон пулăшăвĕпе нумай ачаллă тата сахал тупăшлă çемьесем усă курĕç, сывлăх сиплевĕн учрежденийĕсем валли çĕнĕ оборудовани, ача-пăча интерначĕсем валли сĕтел-пукан, кравать таврашĕ тата ытти туянма уйăрĕç. Çакăнтанах талантлă ачасене стипендисем парса хавхалантарĕç.
Марафон пĕтĕмлетĕвĕпе Раççей ача-пăча фончĕн Чăваш регион уйрăмĕн председателĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Кислов тĕплĕн паллаштарчĕ. Юрий Михайлович çирĕплетнĕ тăрăх - ыркăмăллăх марафонне пирĕн республикăри 1 пин те 674 çын хутшăннă, хăйĕн тÿпине хывнă. «Пирĕн тĕллев укçа ытларах пухасси мар, çын чун-чĕринче çынна пулăшас туртăм çуратасси, ырă туйăма вăй илме пулăшасси, çитĕнекен ăру çине ырăрах куçпа пăхтарма тытăнасси. Енчен те кăçал çак туртăм-туйăм 1 пин те 674 çын чунĕнче-чĕринче вăранчĕ пулсан, çитес çул вĕсен шучĕ икĕ хут нумайрах пултăрччĕ...»
Марафон хупăнни çинчен официаллă пĕлтерес умĕн ача-пăча фончĕн пухмачне ытларах укçа хывнисен пысăк ушкăнне Чăваш Республикин Вĕренÿпе çамрăксен политикин министерствин, фондăн регион уйрăмĕн тата район администрацийĕн Хисеп хучĕсемпе, Тав çырăвĕсемпе чысларĕç, çак чыса тивĕçнисен ушкăнĕ вара, чăннипех, пысăкчĕ.
Тăрăшулăхран ÿсĕм çуралать
Михаил Игнатьев Каçал тăрăхĕнче çитсе курнă тепĕр объект - «Комсомольски пахчаçимĕçĕ» агрофирма. Сăмах май, Михаил Васильевич ку хуçалăхра çурхи ĕççи вăхăтĕнче те пулнăччĕ, ун чухне кĕрхи ĕççипе те паллашма килесси çинчен пĕлтернĕччĕ. «Хапăл тăватпăр», - терĕç çавăн чухне механизаторсемпе уй-хирĕн ытти ĕçченĕсем.
Михаил Васильевич хальхинче унта пулнă чухне Кĕçĕн Каçал çывăхĕнче хĕрсех «Импала» сорт çĕрулмине кăларса пуçтарчĕç. Тухăçлă ÿснĕ вăл, шултра. Вĕтти çукпа пĕрех.
Агрофирма ертÿçи Хасиятулла Идиатуллин каланă тăрăх - хуçалăх кашни çулах акмалли-лартмалли лаптăк калăпăшне ÿстерсе пырать. Кăçал кăна ăна 179 гектара çитернĕ. Пĕлтĕрхинчен 3,5% нумайрах. Çĕрулми 140 гектар йышăнать, кишĕр - 39 гектар. Кĕçнерникун тĕлне «иккĕмĕш çăкăра» 10 гектар çинче кăларнă, гектартан 240 центнер тухнă. Çĕрулмин ытларах пайне сутлăха ăсатаççĕ, малтанхи партин кашни килограмне 18 тенкĕпе сутнă.
Ÿсĕме пысăк тăрăшулăхпа тунă. Шăварса тăмалли системăпа ăнăçлă усă кураççĕ агрофирмăра, ĕç-хĕле çĕнĕлĕхсем кĕртсех тăраççĕ. Тăрăшуллă ĕçлекене патшалăх та пулăшусăр хăвармасть. Кăçал Чăваш агропромышленноç комплексне аталантарма 2 млрд та 700 млн тенкĕлĕх, иртнĕ çулхинчен - 111% ытларах, инвестици хывни харама кайман. Çак пулăшăвăн пысăк пайне - 107,3 млн тенкĕ - Каçал Енĕн уй-хир ĕçченĕсем тивĕçнĕ.
«Патшалăх программисемпе тухăçлă усă курма вĕреннисен ĕçĕ те кал-кал пырать, вĕсен ÿсĕмĕ те пысăкрах, - терĕ Михаил Игнатьев районти АПК ветеранĕсемпе ирттернĕ кĕске канашлура. - Пирĕн экономикăна хăватлăлатмалла, апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕ çавăнтан пуçланать те. Эпир ял ĕçченне шанатпăр».
Тĕрĕс, шăпах хальхи тапхăрпа çыхăннă сăмахсем. Ял çыннин асĕнчех çак ăнлав.
Источник: "Хыпар"