01 августа 2015 г.
Иртнĕ шăматкун Шупашкар хулинче ветерансем çăмăл атлетикăра мала тухассишĕн тупăшрĕç. Ăмăртăва çăмăл атлетикăпа туслаштарас, сывă пурнăç йĕркине пропагандăлас, чи вăйлă ветерансене палăртас тĕллевпе кашни çулах ирттереççĕ. Тупăшăва Чăваш, Тутарстан, Мари республикисенчен 200-е яхăн спортсмен хутшăнчĕ. Мероприятие савăнăçлă лару-тăрура уçнă çĕрте Чăваш Республикин спорт ветеранĕсен председателĕ Василий Шоркин, Раççей, Чăваш Ен паллă спортсменĕсем Алина Иванова, Виктор Семенов, Олег Андреев хутшăнчĕç.
Хĕрỹ иртнĕ ăмăртăва пирĕн районти спортсменсем те активлă хутшăнчĕç. Галина Давыдова 55-59 çулхи хĕрарăмсем хушшинче 200 тата 100 метрлă дистанцисенче 1-мĕш вырăнсене çĕнсе илчĕ. Анатолий Давыдов 60-64 çулсенчи арçынсем хушшинче 100 тата 200 метрлă дистанцисенче - 2-мĕш вырăнта.
Çĕнтерỹçĕсем медальсемпе дипломсене тивĕçрĕç.
Источник: "Каçал Ен"