25 июля 2015 г.
Июлĕн 24-мĕшĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Самаркин социаллă объектсен строительствине çитсе курнă.
Чи малтанах вăл Элпуç ял тăрăхĕнчи 165 вырăнлă шкул тата 40 вырăнлă ача сачĕн строительстви мĕнле пынипе кăсăкланнă. Вăтам шкула 2016 çулхи август уйăхĕнче хута яма палăртнă. Паянхи куна кунта пĕрремĕш хута хăпартса пĕтереççĕ.
Дубовка ялĕнче фельдшерпа акушер пункчĕ хута каясса кунта тата таврари ялсенче пурăнакансем чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Объектра юлашки ĕçсене вĕçлесе пыраççĕ: шыв тата "сенкер çулăм" пăрăхĕсене çыхăнтараççĕ, çутă кĕртеççĕ, тавралăха тирпейлеççĕ. Пĕлтĕр тата кăçал Асанкасси, Хирти Выçли ялĕсенче, Киров поселокĕнче хута янă фельдшерпа акушер пункчĕсем ял çыннисене тивĕçлĕ пулăшу параççĕ.
Источник: "Каçал Ен"