18 июля 2015 г.
Июлĕн 15-мĕшĕнче Пĕрлехи информаци кунне ирттерме пирĕн района Чăваш Республикин халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертỹçин çумĕ Татьяна Михайлова, "Слава картофелю" ООО директорсен совечĕн председателĕ Александр Капитонов тата "Хыпар" ИÇ директорĕ - тĕп редакторĕ Валерий Туркай килсе çитрĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Илдус Миннетуллин ĕçлĕ ушкăна пирваях районти лару-тăрупа паллаштарчĕ. Халăхпа сỹтсе явмалли ыйтусене палăртнă хыççăн ĕçлĕ ушкăнсем Элпуç, Урмаел тата Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕсене çитрĕç, ĕç коллективĕсемпе тĕл пулчĕç.
Элпуç ял поселенийĕн пуçлăхĕ Владимир Гордеев, "Дружба" ЯХПК председателĕ Ремис Мансуров информушкăна кĕтсе илсе вырăнти ĕç-пуçпа паллаштарчĕç. Ял поселенийĕн, кооперативăн тата культура çурчĕн ĕçченĕсемпе ирттернĕ тĕл пулура "Хыпар" ИÇ директорĕ - тĕп редакторĕ Валерий Туркай информкун темисене хускатрĕ. Ку тăрăхра пурăнакансем пушартан сыхланмаллине, шыв çывăхĕнче асăрхануллă пулмаллине яланах асра тытаççĕ, ачасене те тимлĕхсĕр хăвармаççĕ. Ара, инкекрен упранма пире пурнăç хăй вĕрентет-çке.
Элпуçсен пуçне тахçантанпа ыраттараканни - ялти культура çурчĕ. 1970 çулсенче тунăскере пĕрре те тĕпрен юсаман. Хĕлле чỹречисенчен çил ачисем кĕрсе ашкăнаççĕ, урайĕ вырăн-вырăнпа çĕрĕшнĕ, хутса ăшăтмалли тытăм кивелнĕ, стенасем хуралса ларнă. Р.М.Мансуров тăрăшнипе тата пулăшнипе юрать-ха ун çивиттине витме май тупнă. Юсав ĕçĕсем валли укçа-тенкĕ самаях кирлĕ, ял поселенийĕ ăна тума вăй çитереймест. Элпуçсем мĕнле те пулин программăна лексе культура вучахне çĕнĕ сăн-сăпат кĕртес ĕмĕтпе пурăнаççĕ. Çав вăхăтрах тĕрлĕ-тĕрлĕ мероприятисем ирттерме те, библиотекăра кĕнеке выставкисем, вулав конференцийĕсем йĕркелме те меслетне тупаççĕ. Унта тĕрлĕ хаçат-журнал нумай çырăннине те палăртса хăварас килет, вулавăша килекенсене пушă вăхăтне ирттерме, çĕнĕ хыпар, пĕлỹ илме май туса пани питĕ аван.
"Дружба" ял хуçалăх кооперативĕн ертỹçи Р.М.Мансуров обществăлла выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма апат хатĕрлес ĕç кал-кал пынине пĕлтерчĕ. Сăвакан малтанхи кĕтĕве лейкоз чирне пула какая панипе халĕ хуçалăх çĕнĕрен ĕнесем туянма пуçланă мĕн. Вырмана хатĕрленесси те - тĕп тĕллевсен шутĕнче. Комбайнсене, йĕтемсене, аллакан-сăвăракан техникăна юсамалли, пăхса ямалли тупăнатех.
Информкуна килнĕ ушкăн Элпуçĕнчи вăтам шкулăн строительство ĕçĕсем епле пынипе те кăсăкланчĕ. Пулас пĕлỹ çурчĕн стенисем аванах хăпарнă, пĕрремĕш хучĕ çĕкленнĕ теме те юрать. "Арка" ООО строителĕсем хăйсен ĕçне аван пĕлеççĕ, пахалăхлă пурнăçлаççĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Илдус Миннетуллин, "Кĕтне" ентешлĕх председателĕ Александр Капитонов Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхне çитрĕç. Çĕнĕ Кипеçри сĕт завочĕн ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллашрĕç, ĕçченĕсемпе тĕл пулса информкун ыйтăвĕсене хĕрỹ калаçура сỹтсе яврĕç.
Чи малтанах ĕçлĕ ушкăн цехсенче сĕт-çу продукцине еплерех тунине сăнарĕ, лабораторипе паллашрĕ. Кунта хатĕрлекен продукцие тĕрлĕ консервантсем, ỹсентăран çăвĕ хушманни тỹрех палăрать, цеха кĕрсессĕнех сĕт шăрши сăмсана кăтăклать. Ахальтен мар ĕнтĕ сыра халăх хапăлласах туянать, юратса çиет.
Завод ĕçченĕсене информкун ыйтăвĕсемпе Илдус Хадзятович тĕплĕн паллаштарчĕ, пуçтарăннисен ыйтăвĕсем çине хуравларĕ. Халăха июлĕн 1-мĕшĕнчен коммуналлă пулăшусен хакĕ ỹсни питĕ пăшăрхантарать. Ĕçченсем хушшинче хваттерсенче пурăнакансем пулнă май ку ыйту питĕ актуаллă пулчĕ. Çавăнпа пĕрлех çуллахи шăрăх вăхăтра пушарсем тухас хăрушлăх пысăккине кура ку ыйтăва та айккинче хăвармарĕç. Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Егорович Ефремов нумаях пулмасть ачасем шăрпăкпа вылянине пула хирти курăк çунма пуçланине, çулăма вăхăтра сỹнтерсе ĕлкĕрнине каласа хăварчĕ. Çавăнпа та Илдус Хадзятович халăха тимлĕрех, асăрхануллăрах пулма чĕнсе каларĕ. Ку е тепĕр ĕçе пурнăçланă чухне пушар хăрушсăрлăхĕ ыйтнине пăхăнма сĕнчĕ.
Çулла пулакан инкексенчен пĕри - çынсем шывра путса вилни. Шел пулин те, темĕн чухлĕ калаçсан та, асăрхаттарсан та республикăра çакăн пек нуша куракан нумай. Путса вилекенсенчен ытларахăшĕ - ỹсĕр çынсем. Çавăн пекех аслисен тимсĕрлĕхне пула ачасем пурнăçран уйрăлнă тĕслĕхсем те пур. Эппин, ашшĕ-амăшĕн тĕпренчĕкĕсене кану вăхăтĕнче асăрхаса тăмалла.
Чăваш Республикин халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертỹçин çумĕ Татьяна Михайлова, районти ĕçпе тивĕçтерекен центр директорĕ Галина Воронова, районти пушар надзорĕн уйрăмĕн начальникĕ Алексей Сорокин Урмаел ял тăрăхне çитрĕç. Чи малтанах ял поселенийĕн пуçлăхĕпе Минзаит Зайнуллинпа тата специалистсемпе тĕл пулчĕç, информаци кунĕнче пăхса тухма палăртнă ыйтусене сỹтсе яврĕç. Ĕçлĕ ушкăн Тукай Мишер ялĕнче те пулчĕ, Аслă Отечественнăй вăрçăра пуçне хунă ентешсен ячĕпе лартнă палăк умне çитсе пуç тайрĕ, вăтам шкул ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ. Пĕлỹ çуртне 2013 çулта тĕпрен юсаса çĕнетнипе пĕрлех ун çумне тата хушма çурт туса пысăклатнă, çакăнтах ача сачĕ вырнаçтарнă. Халĕ кунта ачасене тарăн пĕлỹ илме, сывлăхне çирĕплетме, пушă вăхăтне усăллă ирттерме пур услови те çителĕклĕ. Юрласа савăнма пысăк акт залĕ туса панă, спорт залĕпе столовăй хуларинчен пĕрре те кая мар.
- Вăтам шкулта пĕлỹ пухакансем спорт ăмăртăвĕсенче те, вĕренỹре те малта пыраççĕ, районти, республикăри тата унăн тулашĕнчи олимпиадăсенче, конкурссенче палăраççĕ, - терĕ Минзаит Минсагирович.
Информаци кунĕнче çынсене пушартан, шыва кĕнĕ чухне инкек курассинчен сыхламаллине сỹтсе явнăран Урмаел ял тăрăхĕнче ку ыйтусем çине пысăк тимлĕх уйăрни паллă пулчĕ. Пĕлтĕр Тукай Мишерĕнче харăсах виçĕ çурт çунса кайни пуçлăхсене те, ял çыннисене те хумхантарнă. Çавна май ялта пушар дружини туса хунă, пушар сỹнтермелли автомашина валли ятарлă гараж хăпартнă. Рай-онĕпе илес пулсассăн, паянхи кун тĕлне 7 хутчен пушар алхаснă, пĕлтĕр çак вăхăтра 10 пушар тухнă. Ял çыннисен вут-кăварпа асăрхануллă пулмалла, тимлĕхе çухатмалла мар. Ачасем çуллахи каникулта пулнă май, вĕсене те асăрхаттарсах тăмалла. Хăйсем тĕллĕн шыва кĕни те инкек патне илсе çитерме пултарнине те аса илтермелле.
Çавăн пекех информаци кунĕнче выльăх апачĕ хатĕрлес ĕç-хĕл мĕнле пынине те сỹтсе яврĕç. "Алга" ЯХПК-ра выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма 250 тонна утă хатĕрленĕ (10%). Ял çыннисем палăртнă ĕçе вăхăтра вĕçлес тесе тăрăшаççĕ.
Пĕрлехи информаци кунне яланхиллех район администрацийĕнче пĕтĕмлетрĕç. Кашни ушкăн ертỹçи вĕсем пулнă тăрăхри пурнăçпа, проблемăсемпе кĕскен паллаштарчĕ. Палăртнă темăсене ял çыннисемпе пĕрле сỹтсе явнă, кăсăклантаракан ыйтусене хуравланă. Информкун тухăçлă та усăллă иртнине палăртрĕç.
Л.ШУРЯШКИНА,
Н.АРХИПОВА,
А.ЕФРЕМОВА
Источник: "Каçал Ен"