Альбусь-Сюрбеевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Элпуçĕнче вăтам шкул пулĕ

17 июня 2015 г.

Июнĕн 12-мĕшĕ Элпуç ял тăрăхĕнче пурăнакансемшĕн Раççей кунĕ пулнипе кăна мар, тепĕр пулăмпа та асра юлчĕ. Шăп çав паллă уяв кунхине унта çĕнĕ вăтам шкулăн стенин пирвайхи кирпĕчне хучĕç. Çак савăнăçа ял халăхĕпе пайлама, вĕсене уяв ячĕпе саламлама район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Петр Красновпа Кияметдин Мифтахутдинов тата ытти хăнасем те çитрĕç. Вырăнти халăх вĕсене çăкăр-тăварпа, кăпăклă сăрапа кĕтсе илчĕ, юрă-кĕвĕпе саламларĕ. Министрпа пуçлăхсем, депутатсем умне сапун çакса, алла мастерок тытса пулас шкулăн малтанхи кирпĕчĕсене хучĕç, строительсене тĕплĕ те пахалăхлă ĕçлеме сунчĕç.

Элпуç ял тăрăхĕнчи ачасем халиччен Хирти Явăш шкулĕнче пĕлỹ илнĕ, илеççĕ. Шкул çурчĕ, 1960 çултах йывăçран тунăскер, кивелсе çитнĕ, пушар хăрушсăрлăх йĕркине те тивĕçтермест. Çавăнпах вырăнти влаçсем, район администрацийĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем П.С. Красновпа К.С. Мифтахутдинов пĕрле тăрăшнипе, çĕнĕ шкулăн проектне туса республика программине кĕме пултарнă. Çĕнĕ шкул 165 вырăнлă пулĕ. Унтах 40 вырăнлăх ача сачĕ те тăваççĕ. Строительство ĕçĕсем майăн 12-мĕшĕнче пуçланнă. Çак вăхăт тĕлне çуртăн никĕсне яма ĕлкĕрнĕ. Шкул çумĕнче стадион та тума палăртнă. Объектăн смета хакĕ - 187 миллион тенкĕ ытла. Тĕп подрядчикĕ - Шупашкарти "Арка" тулли мар яваплă организаци. Унăн ертỹçи хамăрăн ентешех, Кайнлăкра çуралса ỹснĕ Фагиль Шарафутдинов.

Çĕнĕ шкулта партăсем хушшине ларас куна Элпуç тăрăхĕнчи вĕренекенсем те, ашшĕ-амăшĕ те чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Пуçламăшĕ пур. Объекта 2016 çулта туса пĕтерме палăртаççĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429144, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Альбусь-Сюрбеево, ул.Центральная, д.1
Телефон: 8(83539) 42-2-04
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика