Альбусь-Сюрбеевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Иксĕлми пултарулăх

16 мая 2015 г.

Районти ачасен искусство шкулĕн "Островок" ташă ушкăнĕ районти пур мероприятие те хастар хутшăнать. Вĕсем яланах куракансене хăйсен ташшисемпе савăнтараççĕ. Ташшисем тата мĕнлерех!? Пурте хăйне евĕрлĕ те илемлĕ. Ушкăн ертỹçи, Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Татьяна Евтихиевна Иванова кашни ташша хăйĕн чунĕ витĕр кăларса вĕренекенĕсене ăша хывтарать. Мĕн пĕчĕкрен килĕшỹллĕ хускалма, ташша туйма хăнăхтарать. Ахальтен мар унăн воспитанникĕсем кашни ташăра çыпăçуллă хускалаççĕ. Репертуарта тĕрлĕ халăх ташшисем пур. Хĕрсем чăваш, тутар, армян тата ытти наци халăх ташшисене куракансем патне илсе çитереççĕ.

"Островок" ташă ушкăнĕ кăçал хăйĕн 15 çулхи юбилейне паллă турĕ. Çак вăхăтра районти çĕр-çĕр вĕренекен ушкăнра ăсталăхне туптанă, нумай мероприятие, конкурссемпе фестивальсене хутшăннă, çĕнтерỹçĕ ята тивĕçнĕ. Паянхи куна Татьяна Евтихиевна 60 ташăçăпа ĕçлет. Вĕсемпе кунсерен репетици йĕркелет, пĕчĕккисене аслисенчен тĕслĕх илме хăнăхтарать. Унăн вĕренекенĕсем - Раççейри, республикăри тĕрлĕ конкурс çĕнтерỹçисем, лауреачĕсем.

"Островоксем" районта йĕркелекен мероприятисене хастар хутшăннипе пĕрлех çулталăкне пĕрре, Пĕтĕм тĕнчери ташă кунĕнче, куракансене хăйсен чи лайăх ташшисемпе савăнтараççĕ. Кăçал та çаплах пулчĕ. Культурăпа кану центрĕнче йĕркеленĕ концерта кашниех кĕтни куç кĕрет, залра пĕр пушă вырăн та пулмарĕ, тăрса куракан та чылайччĕ. Ушкăнра ташлакан 7-14 çулхи хĕрачасем хăйсен кураканĕсене 2 сехетлĕ программăпа савăнтарчĕç, ăсталăхĕпе паллаштарчĕç. Залра ларакансем кашни ташăшăн тăвăллăн алă çупса тав турĕç.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429144, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Альбусь-Сюрбеево, ул.Центральная, д.1
Телефон: 8(83539) 42-2-04
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика