Альбусь-Сюрбеевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уяв хăй ытамне йыхăрчĕ

22 апреля 2015 г.

 Шупашкар хулинчи ачасемпе çамрăксен пултарулăх керменĕнче апрелĕн 18-мĕшĕнче "Кĕтне" ентешлĕхĕн черетлĕ уявĕ пулчĕ. Ăна Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине, Раççей Федерацийĕнчи Литература тата Чăваш Енри К.В.Иванов çулталăкне халалланă. Уява пирĕн тăрăхра çуралса ỹссе халь тĕп хуламăрта пурăнакансем те, районта тĕпленнисем те йышлăн пухăнчĕç. Ара, çакăн пек тĕлпулусенче район аталанăвĕ çинчен пĕлме, тахçантанпах курман тантăш-пĕлĕшсемпе курса калаçма питĕ меллĕ-çке.

Ача-пăча керменĕн фойинче вара тĕрлĕ курав йĕркеленĕ. Кунта Комсомольскинчи "Кооператор" производство комбиначĕ, çăкăр завочĕ, Кипеçри сыр цехĕ кăларакан таварпа паллашма, килĕшнĕ япалана туянма та май пулчĕ. "Каçал", "Шурăмпуç" фольклор ансамблĕсем, Элпуçĕнчи пултарулăх ушкăнĕ уява килекенсене юрă-ташăпа кĕтсе илчĕç. Кунтах В.С.Васильев ỹнерçĕн ỹкерчĕкĕсен выставки те ĕçлерĕ.

Пултарулăх керменĕн хăтлă залне пуçтарăннисене "Кĕтне" ентешлĕх председателĕ Александр Капитонов, Комсомольски район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн социаллă политика тата наци комитечĕн председателĕ Петр Краснов саламларĕç. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин тата ĕç ветеранĕсене, çыравçăсемпе паллă журналистсене сцена çине кăларсах чысларĕç, асăнмалăх парнесем пачĕç. Унччен района ертсе пынă Петр Теплова, Денис Гордеев çыравçа, Геннадий Уткин публициста тата ыттисене курни çывăх тăвансене курнă пекех кăмăла çĕклерĕ, нумайăшĕн чунĕнчи асаилỹсене вăратрĕ. Иртнĕ çул Республика кунне Комсомольскинче йĕркелесе ирттерме пулăшнă хастарсем те тав сăмахĕсене тивĕçрĕç.

Уява килнĕ хăнасем пĕрин хыççăн тепри сцена çине тухрĕç, Каçал тăрăхĕнче çуралса ỹснисене саламларĕç. Вĕсем хушшинче - республикăри ытти ентешлĕхсен ертỹçисем, сăвăçсемпе çыравçăсем, таврапĕлỹçĕсем, артистсем...

Кану каçне концерт программи малалла тăсрĕ. Ăна питĕ тулли те тĕрлĕ енлĕ йĕркеленĕрен вăхăт иртни те сисĕнмерĕ. Каçал çĕрĕ паллă тата пултаруллă, талантлă çынсемпе пуяннине тепĕр хут курса ĕненме пулчĕ. "Каçал", "Кубняночка", "Шурăмпуç" ансамбльсем, Элпуç ял тăрăхĕнчи художество пултарулăх коллективĕ, районти ачасен искусство шкулĕн воспитанникĕсем савăк та çĕкленỹллĕ кăмăл парнелерĕç. Хамăр районта çуралса ỹснĕ эстрада юрăçисем те хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Уяв программине вара пултаруллă ентешĕмĕрсем, К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх драма театрĕн артисчĕпе Валерий Карповпа Наци телерадиокомпанийĕн ĕçченĕ Ирина Николаева питĕ лайăх ертсе пычĕç.

Л.ШУРЯШКИНА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429144, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Альбусь-Сюрбеево, ул.Центральная, д.1
Телефон: 8(83539) 42-2-04
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика