22 апреля 2015 г.
Апрелĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ЧР Патшалăх Канашĕн черетлĕ 30-мĕш сессийĕнче республикăри Министрсен Кабинечĕ 2014 çулта ĕçленин результачĕсем çинчен отчет тунă.
Вĕрентỹ, сывлăха сыхлас ĕç, социаллă политика, спортпа культура валли 2014 çулта 32,7 млрд тенкĕ (2013 çулта - 31,2 млрд тенкĕ) уйăрнă. Çакă бюджетăн мĕн пур тăкакĕсен 68,5 проценчĕпе танлашнă.
Юлашки 4 çулта республика бюджечĕн тупăшĕсен индексĕ 126,6 процент пулнă. Ку кăтарту Раççейри вăтам кăтартуран - 123,2 процент - пысăкрах.
Раççей Президенчĕн май уйăхĕнчи указĕсене пурнăçласси çине пысăк тимлĕх уйăрнă. Вĕсене пурнăçлама 2014 çулта 6 млрд та 781,3 млн тенкĕ тăкакланă. Çакă 2013 çулхипе танлаштарсан 87,4 процент нумайрах. Уйрăм категорири ĕçченсен ĕç укçине ỹстерме 3 млрд та 89,2 млн тенкĕ усă курнă.
Иртнĕ çул ял хуçалăхĕшĕн те ăнăçлă пулнă. Ял хуçалăх предприятийĕсен 80 проценчĕ çулталăка тупăшлă вĕçленĕ. Таса тупăш 1,6 млрд тенкĕпе танлашнă. Ку кăтарту 2013 çултинчен икĕ хут пысăкрах.
Агропромышленноç комплексне уйăракан патшалăх пулăшăвĕ 2,4 млрд тенкĕпе танлашнă.
Ял çыннисем ыйтнипе кăçал ялсенче вак чул сарнă çулсем 106 километр тума палăртнă.
Юлашки 3 çулта демографи кăтартăвĕ те лайăхланать. Халăх йышĕ ỹсни 0,6 промиллепе танлашнă, çуралассин коэффициенчĕ - 1 пин çын пуçне 13,9.
2014 çулта çĕнĕ 15 ача сачĕ хута янă. Çак тĕллевпе 1 млрд тенкĕ тăкакланă. Çĕнĕ вĕренỹ çулĕ тĕлне черетре тăракан 2 çултан аслăрах ачасене пурне те садикри вырăнсемпе тивĕçтереççĕ.
Источник: "Каçал Ен"