21 апреля 2015 г.
Чунтан хĕпĕртенипех
Иртнĕ шăматкун Республикăри ача-пăчапа çамрăксен пултарулăх керменĕ енне çынсем кăнтăрларанах утма тытăнчĕç. Каçал енсен «Кĕтне» ентешлĕхĕн уявĕн программи пуçланиччен фойере тăван тăрăхран килсе çитнĕ пултарулăх ушкăнĕсем анатри чăваш юрри-ташшипе савăнтарчĕç. Çакнашкал пулăмсен тĕп хуçи - тăванлăх туйăмĕ - çапла кирек кама та алăк урати урлă каçсанах тыткăна илчĕ. Сăнатăп та - чылайранпа курнăçман ентешĕмсем пĕр-пĕрне «йĕрки çапла» тенешкел савăнанçи пулса мар, чунтан хĕпĕртесе сывлăх сунаççĕ. Хĕпĕртевĕ - куçĕсен йăлтăртатăвĕнче. Кунта пурте пĕртан, пĕртăван, политиксем, артистсем, çыравçăсем, ÿнер ăстисем, ялхуçалăх ĕçченĕсем... Аслă ÿсĕмри çынсем чылай - вĕсем кунашкал çĕре чунне ирĕксĕрлесе килес çуках. Çапларах шухăшпа хавхаланса кĕтсе илтĕм уявăн пуçламăшне.
Куççуль те тухрĕ
Уява ертсе пыракансем чи малтанах «Кĕтне» ентешлĕх ертÿçине Александр Капитонова, Комсомольски район администрацийĕн пуçлăхне Михаил Афанасьева, Патшалăх Канашĕн Социаллă политика тата наци ыйтăвĕсен комитечĕн председательне Петр Краснова, Шупашкар хулин Депутатсен Пухăвĕн депутатне Валерий Антонова сăмах пачĕç. Сумлă хăнасем асăннă район аталанăвĕнчи курăмлă ĕçсене палăртрĕç. Спорт, культура, экономика, вĕрентÿ тытăмĕсенче ырă улшăнусем пайтах пулнă.
Пархатарлă ĕçсенче районтан айккинче пурăнакан каçалсен пулăшăвĕ те - курăмлă. Çавна май район аталанăвĕшĕн хăйсен тÿпине хывакан ентешсем уявра тав сăмахне тивĕçрĕç. Патшалăх Канашĕ Сергей Лукьянов архитектора, Анатолий Шагаров нотариуса, Киам Пахалов предпринимателе, Чăваш Республикин Культура министерстви строительство пысăк компанийĕн ертÿçине Валерий Гордеева Тав хучĕсемпе чыслама йышăннă. Район ертÿлĕхĕ те пĕлтĕр Республика кунне хатĕрленсе çÿллĕ шайра ирттерме пулăшнă ентешĕсене чысларĕ. Нумайăн вĕсем, йышра - пирĕн «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ - тĕп редакторĕ Валери Туркай та.
Вăрçă суранĕсем... Пирĕн ентешсен чĕринче те пирчеймен-ха вĕсем. Çапăçусенче пулнисем те, тылра юлнисем те куççуль витĕр аса илеççĕ çав хура кунсене. Акă, Комсомольски райкомĕн пĕрремĕш секретарĕнче чылай çул ĕçленĕ Петр Теплов фронтра çыхăнушăн яваплă пулнă. Хисеплĕ ветеран мирлĕ вăхăтра район çыннисем еплерех ĕçченлĕхпе палăрнине аса илчĕ. 92 çулти Агреппина Таллерова вара паян пурнăç тулăх пулин те çамрăксем валли ĕç вырăнĕсем сахаллишĕн пăшăрханчĕ.
Çĕнĕ Мăратри «Шурăмпуç» фольклор ушкăнĕ ял халăхĕ арçынсене вăрçа епле ăсатнине чуна витермелле кăтартнăран залра ларакансенчен нумайăшĕн куççуль тухрĕ.
Çыравçăсем йышланаççĕ
Кашкăр Микули, Эмине, Николай Патман, Куçма Турхан, Лаврентий Таллеров, Гурий Чаржов, Хветĕр Агивер, Николай Ыдарай, Виталий Шемекеев, Денис Гордеев, Валери Туркай, Геннадий Максимов, Геннадий Уткин, Светлана Гордеева, Ркаил Зайдуллин... Кам пĕлмест-ши литература каçалăкĕнче сулмаклă утăмсемпе палăрнă ентешĕмĕрсене. Чăваш халăх çыравçи Денис Гордеев тĕрĕсех палăртрĕ, «Каçал тăрăхĕ писатель-поэт йышĕпе республикăра малтисен ретне тăчĕ». Чăваш халăх поэчĕ Валери Туркай кăçал Куçма Турхан çуралнăранпа 100 çутнĕ май унăн çуралнă ялĕнче - Вăрманхĕрри Чурачăкра - «Кĕтне» ентешлĕх пуçарăвĕпе стела лартма хатĕрленни çинчен пĕлтерчĕ.
Уяв ертÿçисем /Каçал енĕн пултаруллă çамрăкĕсем - Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артисчĕ Валерий Карпов тата Чăваш наци радиовĕн ĕçченĕ Ирина Николаева/ сцена çине таврапĕлÿçĕсене йыхравларĕç. Район территорийĕнче 53 ял, ку таранччен вĕсенчен 19-шĕн историне тĕпчесе кĕнекелесе кăларнă. Яваплă та кăткăс çак ĕçе таврапĕлÿçĕсем малалла тăсма шантарчĕç.
«Кĕтне» ентешлĕх чăвашсен пĕрремĕш хаçачĕ «Хыпар» тухма пуçланăранпа 110 çул çитсе пынă май Издательство çуртĕнче тăрăшакан Каçал ен журналисчĕсене те чысламасăр хăвармарĕ.
Уява юрă-ташăпа пуянлатнă юрăсемпе ушкăнсене палăртса хăвармасăр епле-ха. Комсомольски халăх вокал ансамблĕ /ертÿçи - А.Кошкина/, «Каçал ен» /ертÿçи - Владимир Павлов/, «Шурăмпуç» /ертÿçи - Г.Степанова/ ансамбльсем, Эльпуçсен пултарулăх ушкăнĕ, Комсомольски ÿнер шкулĕн фольклор ушкăнĕ /ертÿçи - Т.Иванова/, Светлана Печникова, Ольга Лукова, пĕртăван Малинăсем, Лидия Изекеева, Николай Прокопьев юрăçсем - пурĕ 100 яхăн çын илем кÿчĕ кĕрекене.
Ирина ПУШКИНА
Источник: "Хыпар"