Альбусь-Сюрбеевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕсене халăх шанать

18 апреля 2015 г.

Раççей Федерацийĕнче вырăнти хăй тытăмлăх аталанăвĕ пысăк вырăн йышăнать. Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин çĕршывра апрелĕн 21-мĕшĕнче вырăнти хăй тытăмлăх кунне паллă тума йышăнни çак институтăн пĕлтерĕшне тата та çỹллĕ шая çĕкленĕ. Çак кун 1785 çулта II Кĕтерне патша "Хуласене панă грамотăна" ("Жалованная грамота городам") алă пуснă.

Кашни муниципаллă пĕрлешỹ - хăйне евĕрлĕ уйрăм территориллĕ пĕчĕк патшалăх, унта халăх пурăнать, ертỹçĕ те пур. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен пуçлăхĕсем районта, ял тăрăхĕнче мĕн пулса иртнишĕн яваплă.

2006 çулхи май уйăхĕнче муниципаллă пĕрлешỹсен ыйтăвĕсене татса пама, тĕллевĕсене палăртма Чăваш Республикинче муниципаллă пĕрлешỹсен Советне туса хунă. Паянхи куна регионта 317 муниципаллă пĕрлешỹ, вĕсенчен - 284-шĕ ял, 7-шĕ хула поселенийĕсем, 21 муниципаллă район тата 5 хула округĕ. Вырăнти депутатсен йышĕ те 500 çынран 4 пине çитнĕ.

Чăваш Енри муниципалитетсем аван аталанаççĕ: ваттисен тата тăлăх ачасен çурчĕсем çĕкленеççĕ, нумай ачаллă çемьесене тỹлевсĕр çĕр участокĕсем параççĕ, çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕсем хута каяççĕ, модельлĕ библиотекăсем ĕçлеççĕ, вăтам тата пĕчĕк предпринимательствăна ти-вĕçлĕ пулăшу параççĕ.

Территорири обществăлла хăй тытăмлăх (ТОХ) вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем тухăçлă ĕçленинче пысăк вырăн йышăнать. Паян республикăра вĕсем 80 яхăн. Шупашкарта çеç 57 ТОХ ĕçлет, Çĕнĕ Шупашкарта вĕсем - 6.

2007 çултанпа муниципаллă пĕрлешỹсен Совечĕ вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен тата унта ĕçлекенсен хушшинче "Чи лайăх ял тăрăхĕ", "Чи лайăх ял старости", "Территорири чи лайăх обществăлла хăй тытăмлăх" конкурссем йĕркелет. Муниципалитетсем те пуçарулăхпа палăраççĕ, проектсем хатĕрлеççĕ, грантсем çĕнсе илеççĕ, чиркỹсене хута яраççĕ, çамрăксен патриотизм клубĕсене, экологи юхăмĕсене пуçараççĕ.

Пирĕн тăрăхри вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем - район администрацийĕ тата вун икĕ ял поселенийĕ. Ертỹçĕсен йышĕнче хастар, ялпа район шăпишĕн, тасалăхĕпе хăтлăхĕшĕн, халăхăн пурнăç условийĕсене лайăхлатассишĕн чунтан тăрăшакансем ĕçлеççĕ.

Вырăнти хăй тытăмлăх кунне халалланă уяв Шупашкарта апрелĕн 17-мĕшĕнче иртнĕ. Муниципалитет ертỹçисем çавра сĕтеле хутшăннă, "Спецавтохозяйство" АУОна çитсе курнă, Чăваш патшалăх филармонийĕнче савăнăçлă канашлу иртнĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429144, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Альбусь-Сюрбеево, ул.Центральная, д.1
Телефон: 8(83539) 42-2-04
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика