31 января 2015 г.
Н.М.АЛЯКИНА, Комсомольскинчи пĕтĕмĕшле практика офисĕн тухтăрĕ:
"Чăваш Ен Пуçлăхĕ Çырура медицинăна пырса тивекен чылай ыйтăва хускатрĕ. Чи малтанах 2015 çулта республикăра кашни муниципалитетăн, çавăн пекех кашни çемьен хăйĕн "Сывлăх профилĕ" пулмаллине каларĕ вăл. Çакă вара нумай çын сывлăхне çирĕплетме парĕ, спортпа туслаштарĕ, чирлекенсем те сахалрах пулĕç. Юлашки 3 çулта Чăваш Енре пурăнакансем 2,3 çул ытларах пурăнма пуçланă, вăтам пурнăç тăршшĕ 71 çулпа танлашнă. Çакă вара чи малтанах çынсем хăйсен сывлăхне пысăк тимлĕх уйăрнипе, тухтăр патĕнче вăхăтра сипленнипе çыхăннă. Диспансеризаци ирттерни чирсене çийĕнчех тупса палăртма май парать. Шанатăп, кашни çын хăйĕн сывлăхĕпе тата ытларах кăсăкланма пуçлĕ.
Г.А.ПРОКОПЬЕВ, фермер хуçалăхĕн ертỹçи:
"Çырура хускатнă ыйтусем республикăра пурăнакан, ĕçлекен кашни çынна пырса тивеççĕ. Пире, ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсене, сума суни, тав туни уйрăмах савăнтарчĕ. Республика Пуçлăхĕ ял çыннисен пурнăçне лайăхлатмалли пирки нумай хутчен асăнчĕ. Залра ларакансем те "ял çыннисем лайăх условисенче пурăнмалли тивĕçе çĕнсе илнĕ" тенине хавхаланса алă çупса йышăннă. Ача сачĕсем туни, çул-йĕре юсани, çĕннисем сарни, спорт площадкисем ăсталани - пĕтĕмпех ялта пурăнакансем валли. Патшалăх пулăшăвне пула пĕчĕк калăпăшлă хуçалăхсем вăй илме, производствăна механизацилеме, хăйсен укçа-тенкĕ тупăшне ỹстерме пултарчĕç. Сăмахран, пирĕн районта та фермер хуçалăхĕ йĕркелекен чылай пулчĕ. Вĕсенчен нумайăшĕ тĕллевлĕ программăпа килĕшỹллĕн грантсене те тивĕçрĕ, çĕнĕ йышши ĕне фермисем хута кайрĕç. Пирĕн те тĕллевсем пысăк. Сыснасен, ĕнесен шутне ỹстересшĕн, çĕнĕ витене хута ярасшăн".
А.Ф.ВОЛКОВ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ, ветеран-педагог:
"Михаил Игнатьев уйрăмах çитĕнекен ăру çине пысăк тимлĕх уйăрни савăнтарать. Çырура вăл Чăваш Ен Правительствине, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене çамрăксен пуçарăвĕсене пур енлĕн пулăшса пыма тĕллев лартать. Вĕсене спортпа туслаштармаллине, сывă пурнăç йĕркине хăнăхтармаллине калать. Шăпах чăваш çĕрĕнче Пĕтĕм тĕнчери "Раççей - спорт çĕршывĕ" V спорт форумĕ шайĕнче "Ĕçлевпе хỹтĕлеве хатĕр" комплекс нормативĕсене йышăнмалли пĕрлехи кун иртрĕ, ăна кăçалтан йăлана кĕртме палăртни те аван. Çак комплекса пула пирĕн республикăра хисепе тивĕçлĕ, ăнăçуллă, çирĕп вăй- халлă, хастар та сывă çынсен темиçе ăрăвĕ ỹссе çитĕннĕ. Эпĕ те вĕсен йышĕнченех. Юлашки вăхăтра спорт мероприятийĕсен шучĕ ỹснине палăртма кăмăллă, уйăхра пĕрре "Спорт кунне" йĕркелени те ырă пуçару".
Источник: "Каçал Ен"