Альбусь-Сюрбеевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасен çыравçи

21 января 2015 г.

Николай Васильевич Ытарай ачасем валли çырассине хăйĕн пурнăç тĕллевĕ туса хунă. Ачасем - пурнăç калчисем. Вĕсене мĕнле пăхса ỹстеретĕн, пурнăçĕ çавăн пек йĕркеленет. Пурнăçа икĕ хутчен пурăнма май çук, çавăнпа та ăна таса тата тĕрĕссĕн ирттересси питех те йывăр ĕç. Ачасен кăмăлĕ те хăйне майлă. Апла пулсассăн хайлавсенче ачасене валли кирлĕ сăмах, чĕрĕ сăнар, чĕрĕ шухăш пулмалла. Николай Ытарай ĕмĕр тăршшĕпех халăх пуласлăхĕшĕн ĕçленĕ. Ара, ытла та чи пĕчĕккисен чунне, чĕлхине туйса хайланă-çке хăйĕн сăвви-калавне, пьесисемпе юмахĕсене Николай Васильевич. Çавăнпа хăш чух хăй те ача пекех туйăнса каять - пĕчĕккисен çыравçи пулмах çуралнă тейĕн çав. Халăх сăмахлăхне ăша хывса çырнăран, унăн кашни сăмахĕ - хăй пĕр тĕнче. Хирти Явăш ялĕнче çуралса ỹснĕскере кунти библиотекăри вулакансем лайăх пĕлеççĕ, унăн кĕнекисене питĕ юратса вулаççĕ.

Кăçалхи январь уйăхĕнче Н. Ытарай çуралнăранпа 90 çул çитрĕ. Элпуç ял тăрăхĕнчи библиотекăра юбиляра халалласа пысăк уяв иртрĕ. Хирти Явăш шкулĕнче вĕренекенсем ачасен çыравçин сăввисене вуларĕç, унăн "Маçакпа мăнук" мыскарине кунти ял клубĕнче ĕçлекенсем питĕ лайăх выляса пачĕç. Алена Комиссарова унăн ытарлă ыйтусемпе ыйтуксен пуххине ирттерчĕ, Хирти Выçлинчи пуçламăш классенче вĕрентекен А.В. Константинова хăй писательпе курса калаçнисене, унăн савăк сăввисене вуласа паллаштарчĕ. "Айпике", "Сăпка юррисем", "Кĕçĕннисен кĕнеки", "Ачасен азбуки", "Кайăксем", "Чĕрчунсем" тата "Алфавит - асăма вит" ятлă кĕнекисем вулакансене питĕ килĕшни, библиотекăра вĕсем пĕрре те ахаль выртманни çинчен савăнса пĕлтерчĕ кунти библиотекăра ĕçлекен Роза Розова. Уява пурте пĕрле В.В. Павлов музыкант юрлаттарнă "Манăн хула" ятлă гимнпа вĕçлерĕç. Николай Ытарайăн нумай ал çырăвĕ вĕçленеймесĕр юлчĕ. Апла пулсан унăн ырă ячĕ, кĕнекисем пирĕн чун-чĕрере ĕмĕр-ĕмĕрех пурăнĕç. Çыравçăсемпе вулакансем унăн ятне, ĕçне-хĕлне ĕмĕр асра тытĕç.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429144, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Альбусь-Сюрбеево, ул.Центральная, д.1
Телефон: 8(83539) 42-2-04
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика