24 декабря 2014 г.
Декабрĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Россотрудничество ертỹçипе Константин Косачевпа тĕл пулнă. Михаил Васильевич Константин Косачев кирек епле должноçра ĕçленĕ чухне те пирĕн республикăна сахал мар пулăшу кỹнине асăннă. Чăваш Енрен Федераллă Пухура Федераци Канашĕнче пур пушă вырăна йышăнма сĕннĕ.
"Эсир РФ Патшалăх Думинче, Россотрудничество ертỹçинче ĕçленĕ чухне те Чăваш Республикишĕн сахал мар вăй хуратăр. Çакăн пек ырă çыхăнусем йĕркеленнĕ хыççăн Сире Раççей Федерацийĕн Канашĕнче Чăваш Республикине хỹтĕлесе пыма сĕнетĕп. Енчен те, Эсир хирĕçлемесен, Сирĕнпе пĕрле Чăваш Еншĕн тата та ырă ĕçсем йĕркелеме май пулĕ. Экономика, культура, спорт тата социаллă тытăма аталантарăпăр", - каланă хăй шухăшне Михаил Игнатьев.
Константин Косачев Михаил Игнатьев сĕнĕвне шута илнĕ. "Енчен те калаçу ытти регионсем пирки пынă пулсан, эпĕ ытларах шухăшланă пулăттăм. Анчах та Чăваш Ен маншăн иккĕмĕш Тăван çĕршыв пулса тăчĕ. Тавах, Сирĕн шанăçа пурнăçа кĕртме тăрăшăп", - тенĕ Константин Косачев.
Калаçăва вĕçленĕ хыççăн Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Константин Косачева Чăваш Республикин патшалăх влаçĕн ĕç тăвакан органĕнчен Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕ пулма Указа алă пусса çирĕплетнĕ.
Источник: "Каçал Ен"