26 ноября 2014 г.
Пирĕн чи хаклă, юратнă çыннăмăр, Нина Степановна Смирнова, Элпуç ялĕнче пурăнать. Хăйĕн вăрăм ĕмĕрĕнче телей-савăнăçне те, хура-шурне те пайтах курнă вăл. Çапах пуçне усман, чун ăшшине, чĕре çепĕçлĕхне çухатман, паянхи кун та ырă кăмăллă, сăпайлă та тарават.
Аннен ачалăхĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи тата ун хыççăнхи вăхăта килнĕ. Ялта ỹснĕ мĕн пур ача пекех, Нина пĕчĕклех ĕç çумне çыпăçнă, шкула та çỹренĕ, пушă вăхăтра аслисене пур çĕрте те пулăшнă.
Ачалăх çил çунатлă урхамах пекех хăвăрт тăпăртатса иртет çав, темле тархасласан та, ыйтсан та вăхăт таппине чарма çук. Хĕр пĕвне кĕрсен ĕçчен те сăпайлă пикене аттемĕр, Геннадий Филимонович, куç хывнă. Часах ялта çĕнĕ çемье чăмăртаннă. Смирновсен çемйинче йыш ỹссех пынă, пĕр-пĕрне савакан мăшăр çичĕ ачана кун çути парнеленĕ. Тĕпренчĕкĕсене çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине тăратиччен сахал мар канăçсăр кун, çывăрман çĕр ирттернĕ, куççуль юхтарнă пуль юратнă анне. Паллах, кашни тĕпренчĕкĕн пĕчĕк çитĕнĕвĕшĕн те чун-чĕререн хĕпĕртенĕ, хавхалантарса пынă. Пурне те çитĕнтерсе мăшăр çунат парсан килтен е вĕренме, е ĕçлеме ăсатнă. Аттепе иккĕшĕ кашнинех мăшăрланă, çемйипе килĕшỹре, юратура пурăнма пилленĕ.
Хăйсен ĕçлĕ пурнăçне хаклă çыннăмăрсем "Дружба" хуçалăхпа çыхăнтарнă. Атте, Геннадий Филимонович, 40 çула яхăн трактористра ĕçленĕ. Тăрăшулăхшăн ăна "Ĕçри паттăрлăхшăн. В.И.Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа" медальпе наградăланă. Хисеп грамотисемпе, Тав хучĕсемпе пĕр хутчен çеç мар чысланă пултаруллă механизатора. Анне вара бригадăра нумай çул тăрăшнă. Вĕсем иккĕшĕ те - ĕç ветеранĕсем.
Тивĕçлĕ канура пулин те, юратнă çыннăмăрсем халĕ те канлĕх мĕнне пĕлмеççĕ. Выльăх-чĕрлĕх усраççĕ, килти хуçалăха çирĕп тытаççĕ, хĕллехи вăрăм каçсене кĕскетме хăйсене валли мĕнле те пулин ал ĕçĕ тупсах тăраççĕ. Ачи-пăчи, мăнукĕсем тăван киле килсен тутлă апат-çимĕçпе сăйлама, ăшă сăмахпа йăпатма пĕлеççĕ. Вĕсем пеккисем çинчен ялта "çынсене ырă тума çуралнă", теççĕ. Аттепе анне алла-аллăн тытăнса пĕр çулпа 55 çула яхăн утаççĕ. "Çынна ырă тăвакан хăй те ырă куракан" - ваттисен çакăн пек каларăшĕ те пур. Кăмăлĕнчи çак ырă енсене пулах пуль Турă вăрăм кун-çулпа ырă сывлăх парать вĕсене.
Ыран пирĕн хаклă, юратнă анне, Нина Степановна Смирнова, 75 çул тултарать. Эпир - мăшăрĕ, çичĕ ачи, кĕрĕвĕсемпе кинĕсем, мăнукĕсем - ăна сумлă юбилей ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр, вăрăм кун-çул, çирĕп сывлăх, иксĕлми телей сунатпăр. Эс пурришĕн, санăн хаваслă куллушăн Турра тав тăватпăр.
Светлана хĕрĕ.
Источник: "Каçал Ен"