Альбусь-Сюрбеевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял ĕçченне чыс та мухтав!

29 октября 2014 г.

Çĕр ĕçĕ - чи авалхисенчен пĕри, вăл пурнăç тыткăчи. Хресчен пĕтĕм халăха тăрантарать. Юратса тăрăшсан çĕр кỹрентермест, тыр-пул, выльăх апачĕ те тулăх çитĕнеççĕ. Ахальтен-и "Сĕтел çинче çăкăр пулсассăн - пурăнатпăр", - тетпĕр. Çăкăр пулсассăн юрă та çуралать, уяв та пулать. Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕсен кунне кĕр вĕçĕнче ирттересси йăлана кĕнĕ. Кăçал ăна районта октябрĕн 28-мĕшĕнче культурăпа кану центрĕнче уявларĕç. Кунта ĕçре чи маттуррисене, тăрăшуллисене чысларĕç. Шăпах хуçалăх ĕçченĕсен тăрăшулăхĕнчен килеççĕ ял хуçалăх производство кооперативĕсен, фермер хуçалăхĕсен, колхозсен ỹсĕмĕсем.

Ял хуçалăх предприятийĕсемпе тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсем мĕнле тăрăшнипе район администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ Илдус Миннетуллин туллин паллаштарчĕ. Ỹсĕмсем япăх мар, çакна цифрăсем çирĕплетеççĕ. Çакă чи малтанах çут çанталăк услови-йĕсенчен те, çĕре мĕнле апатлантарнинчен те, пăхнинчен те, вăхăтра çум курăкран тасатнинчен те нумай килет. Сăмахран, кăçал çулла çумăр пулманран уй-хир культурисем аван çитĕннĕ теме çук. Апла пулин те, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене ампар виçипе кăçал 32946 тонна пухса кĕртнĕ. Чи пысăк тухăç илекенни - "Рассвет" ЯХПК. Кăçал вĕсем кашни гектартан 31,5 центнер илнĕ. Тупăшлă ĕçленĕрен пысăк "Ылтăн пучах" приза вĕсемех тивĕçрĕç. Хуçалăхри ĕçченсем усă куракан кашни гектар çĕр пуçне 42,3 центнер апат единици чухлĕ уй-хир культурисем илнĕ. "Урожай" колхоз кашни гектартан 26,9 центнер пухса кĕртсе - иккĕмĕш вырăнта. "Асаново" ЯХПК ĕçченĕсем усă куракан кашни гектар çĕр пуçне 26,2 центнер апат единици чухлĕ уй-хир культурисем илсе виççĕмĕш вырăна тухрĕç. "Слава картофелю" агрофирма, "Дружба" ЯХПК, "Искра" колхоз, Хайртдиновăн, "Золотой колос" фермер хуçалă-хĕсем те малта пыракансенчен япăх мар ĕçленĕ. Çĕр улми туса илес енĕпе кăçал "Комсомольские овощи" агрофирмăна çитекенни пулман. Çак культурăна вĕсем кашни гектартан 359 центнер пухса кĕртнĕ.

Аш-какай туса илессипе "Рассвет" ял хуçалăх кооперативĕ чи маттурри. Вĕсем усă куракан кашни 100 гектар çĕр пуçне 120 центнер аш-какай туса илнĕ. "Восток" ЯХПК тата "Искра" колхоз кăтартăвĕсем 52 тата 51 центнерпа танлашаççĕ.

Пухăннисене ЧР Патшалăх Канашĕн социаллă политика тата наци ыйтăвĕсем енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Петр Краснов уяв ячĕпе саламларĕ, малашне тата та ỹсĕмлĕрех, кăтартуллăрах ĕçлеме ăнăçу, çирĕп сывлăх сунчĕ. Халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерес енĕпе тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн тата нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн районти райпон обществăлла апатлану директорне Миннезия Минназимовна Ямалиевăна "Чăваш Республикин халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерессин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" ятпа тата "Кооператор" ООО кадрсем енĕпе ĕçлекен инспекторне Ольга Валентиновна Сорокинана ЧР Экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илỹ министерствин Хисеп грамотипе чысларĕ.

Уява пухăннă ĕçченсене Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн çумĕ Ирина Николаевна Кошкина, район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Романович Афанасьев тата ыттисем саламларĕç.

- Сирĕн ĕçĕр пархатарлă та яваплă. Эсир тăрăшуллă пулнăран кăçал уй-хир культурисем, аш-какай, сĕт-çу продукчĕсем аван туса илтĕмĕр. Тавтапуç сире. Малашне те çирĕп вăй-халпа ĕçлесчĕ, кăтартусене татах та ỹстересчĕ, - терĕ Михал Романович. Ял хуçалăхĕнче нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçлекенсене - "Асаново" ЯХПК председательне Александр Бахтерова, "Родина" фермер хуçалăхĕн ертỹçине Анатолий Потемкина, "Слава" ЯХПК председательне Михаил Буслаева, тĕп бухгалтерне Альбина Матросовăна, тĕп инженерне Петр Владимирова, "Комсомольскагропромхимия" генеральнăй директорне Рамис Хайртдинова, район администрацийĕн водительне Евгений Соловьева, "Рассвет" ЯХПК ĕçченне Раиса Казаковăна, ветеринари фельдшерне Мария Муллинана, "Слава картофелю" агрофирма электромонтерне Юрий Долгова Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотисемпе наградăларĕç, парнесемпе чысларĕç.

Уявра юрри-ташши те нумай пулчĕ. "Каçал" халăх фольклор ансамблĕ, "Кубняночка" вокал ансамблĕ, районти искусство шкулĕн вĕренекенĕсем, уйрăм юрăçсем чăваш, вырăс, тутар юррисене шăрантарчĕç, ташăсемпе савăнтарчĕç. Уяв программине Валентина Курицына ертсе пычĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429144, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Альбусь-Сюрбеево, ул.Центральная, д.1
Телефон: 8(83539) 42-2-04
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика