Альбусь-Сюрбеевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кооператив ĕçне пĕтĕмлетрĕç

06 февраля 2013 г.

Çак кунсенче «Дружба» ял хуçалăх производство кооперативĕнче хуçалăх ĕçченĕсен отчетлă пухăвĕ иртрĕ. Пухăва ЯХПК председателĕ Ремис Мансуров уçрĕ.

Хуçалăхра çулталăкĕпе пурнăçланă ĕç-хĕлпе ревизи комиссийĕн председателĕ Г.С.Хасянов паллаштарчĕ. Пĕлтĕрхи çул кооператив япăх мар ĕçленĕ. 100 гектар çинче 1866 тонна çĕр улми пухса кĕртнĕ, вăтамран кашни гектартан 186,6 центнер тухăç илнĕ. Пăрçа йышши культурăсем 840 гектар çинче пулнă. Хуçалăхра чылай çул сахăр кăшманĕпе ĕçлеççĕ. Пĕлтĕр ăна 65 гектар çинче çитĕнтернĕ. Шел пулин те, продукцие тивĕçлĕ хакпа вырнаçтарма май килмен. Тупăш илес вырăнне тăкак тÿснĕ. Çавна май Ремис Мансурович кăçал çак культурăна акмастпăр тесе пĕлтерчĕ.

Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи лару-тăру та лайăхах мар. Чи çивĕч ыйтусенчен пĕри — хуçалăхри ĕнесем лейкоз чирĕпе аптăрани. Çавна май кĕтĕве çĕнетмеллех. Çак тĕллевпе 2012 çулта вĕсем 90 пуç пушмак пăру туяннă та. Выльăх-чĕрлĕх валли пĕлтĕр çителĕклĕ апат хатĕрленĕ.

Машинăпа трактор паркĕнчи пурлăхпа техника никĕсне çулсеренех çĕнетсе пыраççĕ. Иртнĕ çул çакăн валли 13 миллион тенкĕ ытла тăкакланă. Кăçал та трактор, автомашинăсем туянма планлаççĕ. Хуçалăхри ĕçсене вăхăтра пурнăçлама çителĕклĕ техника кирлине кунта тăрăшакансем лайăх пĕлеççĕ.

Отчета ЯХПК председателĕ Р.М.Мансуров пĕтĕмлетрĕ. Чи кирли пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлени, ял çыннисене ĕç вырăнĕ туса парасси, тивĕçлĕ шалу тÿлеме май тупасси, ĕç условийĕсене лайăхлатасси пулнине палăртрĕ вăл. Хуçалăхра иртнĕ çулхи вăтам ĕç укçи 5336 тенкĕ пулнă.

Район администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ И.Х.Миннетуллин пĕтĕмĕшле илсен хуçалăх аван ĕçлесе пынине палăртрĕ, малашне тата та тăрăшса вăй хума, çĕнĕ çитĕнÿсем тума сунчĕ.

«Дружба» ял хуçалăх кооперативĕн 2012 çулхи ĕçне «вăтам» хак пачĕç. Ĕçре палăрнă ĕçченсене Р.Мансуров Хисеп грамотисем тата парнесем парса чысларĕ. Çак кун ял ĕçченĕсене ачасемпе культурăра тăрăшакансем савăк концертпа саламларĕç. Чылай юрă-ташă парнелерĕç. Анатолий Герасимович Агафонов тин çеç пичетленсе тухнă «На реке малая Хундурла» кĕнекипе паллаштарчĕ. Ăна ĕçченсене парнелерĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429144, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Альбусь-Сюрбеево, ул.Центральная, д.1
Телефон: 8(83539) 42-2-04
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика