27 сентября 2014 г.
2014-2015 вĕренỹ çулĕнче Раççей шкулĕсенчен вĕренсе тухакансем валли пĕрлехи патшалăх экзаменĕсене хăш-пĕр улшăнусем кĕртнĕ. Сăмахран, математикăпа профиль экзаменне суйлама тивĕ, ют çĕршыв чĕлхипе çырса çеç мар, хуравсене сăмах вĕççĕн те калĕç. Чи пĕлтерĕшли вара - ППЭ тытма ирĕк илмешкĕн шкултан вĕренсе тухакансен вырăс чĕлхипе сочинение ăнăçлă çырма тивет. ППЭ-не яланхилле виçĕ тапхăрпа мар, иккĕпе - апрель тата май - июнь уйăхĕсенче йĕркелĕç.
Президент сочиненийĕ Вырăс чĕлхипе сочинени çырмаллине тĕрĕслеве кĕртме Владимир Путин Президент хушăвĕ-сĕнĕвĕпе йышăннă. Сочинение выпускниксем декабрь уйăхĕнче çыраççĕ, тивĕçлĕ хаклав илейменнисем ăна февраль тата апрель - май уйăхĕсенче тепĕр хутчен çырма пултараççĕ. "Хевтесĕр е сусăр ачасен сочинение изложенипе ылмаштарма ирĕк пур", - пĕлтереççĕ Рособрнадзортан.
Сочиненипе изложение икĕ тĕрлĕ çеç хаклаççĕ: "шута илнĕ" е "шута илмен". Шута илнисен вара ППЭ тытма ирĕк пур. Пĕтĕмлетỹ сочиненийĕн ыйтăвĕсемпе ĕçлекен канаш темăсене палăртнă: "Недаром помнит вся Россия" (М.Ю.Лермонтов çуралнăранпа 200 çул çитнĕ тĕле), "Вопросы, заданные человечеству войной", "Человек и природа в отечественной и мировой литературе", "Спор поколений: вместе и врозь", "Чем живы люди?" Рособрнадзортан пĕлтернĕ тăрăх, пĕрлехи патшалăх экзаменĕнче вырăс чĕлхипе кĕске шухăшлав-эссе çырнине те сыхласа хăварнă. Çак предметпа хурав суйласа илмелли заданисен пайĕ малашне пулмĕ.
Сăмах май каласан, çакнашкал ĕçсен калăпăшĕ ытти предметсен экзаменĕнче те пĕчĕкленĕ. Тест заданийĕсем пулмасан та экзаменсен кăткăслăхĕ чакмасть. 2013 çулта Раççейре йышăннă математика вĕренĕвне аталантармалли концепципе килĕшỹллĕн çак предметпа ППЭ икĕ пая уйăраççĕ - профиль тата никĕс шайĕсем.
Экзамена икĕ майпа тыттарассине кашни регион хăй йышăнать. Вăтам шкултан вĕренсе тухнине ĕнентерекен аттестата илме асăннă предметпа никĕс шайра экзамен тытни те çителĕклĕ. Анчах та аслă вĕренỹ заведенийĕсене вĕренме кĕрес тĕллевлисен математикăна профиль шайĕпе пĕлмелле.
Ют çĕршыв чĕлхипе калаçса кăтартмалла Ют чĕлхепе экзамен тытас текенсен хуравсене çырса çеç мар, пĕлĕве сăмах вĕççĕн те каласа çирĕплетмелле. Хальлĕхе сăмах вĕççĕн хуравламалли ĕçсене пурнăçласси - выпускникăн ирĕкĕпе. Нумай балл пухас тĕллевлисен ку пайран пăрăнма май килмĕ. 100 балл таран пухас текенсен çыру пайĕнче 80 балл, сăмах вĕççен каласа 20 балл пухма май пур.
Заданисен уçă банкĕ ППЭ тĕрĕслев-виçев материалĕсене 2015 çулта заданисен уçă банкĕнчен те кĕртĕç. Педагогика виçевĕсен федераци институчĕн сайчĕ урлă кĕрсе асăннă банкри заданисемпе паллашма май пур. "Раççейри кашни вăхăт поясĕ валли тĕрĕслев-виçев материалĕсен хăйсен пуххине хатĕрлĕç. Çапла вара шкул пĕтерекенсен урăх поясра пурăнакан тантăшĕсен заданийĕсемпе усă курма май килмĕ", - пĕлтереççĕ Рособрнадзортан.
Йĕркене улăштарнă
Çĕнĕ йĕркепе килĕшỹллĕн ППЭ малтанхилле виçĕ тапхăрпа иртмĕç. Çитес çул шкул пĕтерекенсем, вăтам пĕлỹ маларах илнисем экзаменсене апрель - июнь уйăхĕсенче тытĕç. Кашни ача вырăс чĕлхипе тата математикăпа обязательнăй йĕркепе экзамен тытать, хăйĕн ирĕкĕпе хăш предметсене суйланине мартăн 1-мĕшĕччен пĕлтермелле. Хăш-пĕр предметсемпе, сăмахран, географипе, ăна вĕренсе пĕтерсенех 10-мĕш класра тытма май пур. 2014 çулхи ППЭ "Эпир тĕрĕс экзаменсемшĕн" девизпа йĕркелерĕç. Килес çулхи экзамен компанийĕн тĕллевĕ те çаплах. Экзамен иртекен кашни пункта видеосăнавпа тивĕçтерĕç, вĕренекенсене тĕрĕслесе кĕртĕç, онлайн тытăмĕпе сăнав пыракан пỹлĕмсем те йышланĕç.
Источник: "Каçал Ен"