Альбусь-Сюрбеевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял çыннисемпе тĕл пулчĕç

20 сентября 2014 г.

Чăваш Республикинче кашни уйăхрах Пĕрлехи информаци кунĕ йĕркеленин витĕмĕ пысăк. Шупашкар хулинчи тĕрлĕ ведомствăсенче ĕçлекен пуçлăхсемпе специалистсем вырăна çитсе ял çыннисемпе курнăçаççĕ, вĕсен ыйтăвĕсем çине хуравлаççĕ, уçăмлатаççĕ. Акă, сентябрĕн 17-мĕшĕнче йĕркеленĕ черетлĕ информаци кунне хутшăннисем - ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, "Газпром межрегионгаз Чебоксары" ООО генеральнăй директорĕ К.С. Мифтахутдинов, ЧР халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертỹçин çумĕ Т.И.Михайлова, ЧР информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕн çумĕ Л.Е.Шемарина, ЧР Шалти ĕçсен министерствин оперативлă-шырав пайĕн начальникĕ В.Г.Комаров - тĕрлĕ ял поселенине çитсе курчĕç, унта пурăнакансемпе, ĕç коллективĕсемпе тĕл пулчĕç.

ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Кияметдин Мифтахутдинов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев Эльпуç ял тăрăхĕнче пулчĕç. Чи малтанах Эльпуç культура çуртĕнче тăрăшакансемпе курнăçрĕç. Алена Комиссарова ĕçченпе Роза Розова библиотекарь кулленхи ĕç-хĕлпе паллаштарчĕç: - Ял çыннисене канма майсем туса парас тесе юсав ĕçĕсем ирттертĕмĕр, спонсорсем пулăшнипе чаршава çĕннипе улăштартăмăр. Ĕçлемелли пỹлĕмсене тĕпрен юсаса çĕнетесшĕн, чỹречесемпе алăксене улăштарасшăн... Тăрăшакансене пулăшу пултăр тесе Кияметдин Садыртдинович культура çуртне компьютерпа, хушма техникăпа тата май килсен алăксемпе тивĕçтерме шантарчĕ.

Çак тăрăхра пурăнакансем "Дружба" ЯХПК уй-хирĕнче çĕр улми пуçтараççĕ. Ĕçлĕ ушкăн вĕсемпе те тĕл пулчĕ. Кияметдин Мифтахутдинов ял халăхне чи малтанах информаци кунĕнче сỹтсе явма палăртнă темăсемпе паллаштарчĕ: октябрĕн 9-11-мĕшĕсенче Шупашкар хулинче Пĕтĕм тĕнчери "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" спорт форумне хатĕрленесси, республикăри тавар рынокĕн шайлашулăхне, халăх пурнăçĕн пахалăхне ỹстересси, сывлăхне тата вырăнта "Сывлăх профильне" çирĕплетесси. Çавăн пекех Михаил Афанасьев республикăра, районта ял хуçалăх ĕçĕсем епле пурнăçланнине, тухăç кăтартăвĕсене каларĕ, ял çыннисене кĕркуннехи-хĕллехи вăхăтра уйрăмах асăрхануллă пулмаллине, пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнмаллине асăрхаттарчĕ.

Ял çыннисене хумхантаракан ыйту та чылай пулчĕ. Çĕнĕ шкула хă-партса хута ярасси, ачасен сывлăхне çирĕплетме спортзал тăвасси, ял хуçалăх продукцийĕ йỹнелни... Эльпуç ял тăрăхĕнче çĕнĕ шкул хăпартма проект туса хатĕрленĕ, бюджетра укçа-тенкĕ уйăрсан 2015 çулта ĕçе пуçăнма палăртаççĕ. Çавăн пекех ял çыннисене çут çанталăк газĕпе усă курнăшăн тỹлекен тариф, газ плитисемпе котелĕсене кашни çулах техника тĕрĕслевĕ йĕркелени, уншăн хак ỹсни пăшăрхантарчĕ. Кияметдин Садыртдинович газ участокĕнче ĕçлекенсем хăçан мĕнле тĕрĕслевсем йĕркеленине, вĕсем пĕтĕмпех планпа килĕшỹллĕн пулнине тĕплĕн ăнлантарса пачĕ. Ял çыннисене хутса ăшăтмалли тапхăр пуçланнăран газ котелĕсене хутнă чухне тимлĕ пулмаллине уйрăммăн асăхаттарчĕ.

Ĕçлĕ ушкăн Комсомольскинчи газ участокне çитсе курчĕ, юсав ĕçĕсемпе тата Комсомольскинчи Чернов урамĕнче килсене "сенкер çулăм" кĕртес ĕç мĕнле пынипе кăсăкланчĕ. Сăмах май каласан, паянхи куна урамри тĕп газ трубисене хурса пĕтерсе кил-çурт патне çитернĕ, хăш-пĕр çуртсенче монтаж ĕçĕсене пурнăçлама ĕлкĕрнĕ. Депутат пĕлтернĕ тăрăх, хĕле кĕриччен çак урамри çуртсенче пурăнакансем "сенкер çулăмпа" ăшăнĕç.

Район администрацийĕн информаци секторĕн заведующийĕпе Светлана Долговăпа Чăваш Республикин информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕн çумĕ Любовь Шемарина Асанкасси ял поселенийĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç. Ял тăрăхĕн администрацийĕнче Николай Карпов пуçлăхпа тата çĕр йĕркелỹçĕпе Николай Чапрасовпа Пĕрлехи патшалăх пулăшăвĕн порталĕ çинче граждансене регистрацилесси, СМЭВпа ĕçлессин пахалăхĕ пирки сỹтсе яврĕç. "Асаново" ял хуçалăх производство кооперативĕн йĕтемĕ çинче иртнĕ тĕл пулура ĕçлĕ ушкăнрисем Пĕрлехи информаци кунĕн темисене çĕклерĕç, ытти ыйтусене те айккинче хăвармарĕç.

Н.Карпов хăнасене Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса ял варринче тума пуçланă палăка та кăтартрĕ. Ялти хастар çамрăксем пуçарнипе кунта никĕс янă, палăка Аслă Çĕнтерĕвĕн 70 çулхи юбилейĕ тĕлне туса пĕтересшĕн. Унта вăрçă хирĕнче выртса юлнисен хушамачĕсене кĕртесшĕн. Аслă ăрăвăн паттăрлăхне халалласа чăннипех та ырă ĕçе пуçăннă Асанкасси çамрăкĕсем.

Чăваш Республикинчи Ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертỹçин çумĕпе Татьяна Ивановна Михайловăпа районти центр директорĕ Галина Воронова Аслă Çĕрпỹел ял поселенине çитсе курчĕç. Вырăнти ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Г.Г.Ракчеевпа тĕл пулу иртрĕ. Вĕсем информаци кунĕн йĕркинчи ыйтусене сỹтсе яврĕç. Ял халăхне ытларах обществăлла ĕçсене пурнăçлама укçа-тенкĕ уйăрас тема кăсăклантарчĕ, Татьяна Ивановнăпа Галина Михайловна вĕсен ыйтăвĕсем çине çийĕнчех хуравларĕç. Геннадий Ракчеев çавăн пекех ял хуçалăх предприятийĕсенче çĕр улми кăларас ĕç мĕнле пынипе те паллаштарчĕ. Пĕрлехи информаци кунĕн пĕтĕмлетĕвĕ район администрацийĕнче иртрĕ.

А.ЕФРЕМОВА, Л.ШУРЯШКИНА,   А КОЗЛОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429144, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Альбусь-Сюрбеево, ул.Центральная, д.1
Телефон: 8(83539) 42-2-04
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика