30 августа 2014 г.
Элпуç ял библиотекине тĕрлĕ çулсенчи вулакансем çỹреççĕ. Вĕсем кашниех кĕнекесемпе, хаçат-журналсемпе кăсăкланаççĕ. Пирĕн тĕп тĕллев - çынсен кăмăлне тивĕçтересси. Ачасене шкул программипе, воспитанипе çыхăннă кĕнекесене, аслăрах çулхисене тин çеç пичетленсе тухнă е пурнăç çинчен çырса кăтартакан кăларăмсене вуласа пăхма сĕнетĕп. Çуллахи каникул вăхăтĕнче ачасем библиотекăна хавас кăмăлпа çỹрени уйрăмах савăнтарать. Вĕсем чупма, выляма ытларах кăмăллаççĕ пулин те, кĕнекесем пирки те манмаççĕ. Кăçал вĕренекенсем ытларах В.Бианки, А.Пушкин, А.Барто, Г.Андерсен произведенийĕсемпе паллашрĕç. Унпа пĕрлех вулавăшра йĕркеленĕ тĕрлĕ мероприятисене, калаçусене те хастар хутшăнчĕç, кĕнеке выставкисемпе те кăсăклансах паллашрĕç. Пĕр сăмахпа каласан, пушă вăхăта яланах усăллă ирттерчĕç.
Источник: "Каçал Ен"