Альбусь-Сюрбеевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Премьер-министра Д.Медведева шкулсем хатĕррине пĕлтернĕ

30 августа 2014 г.

Августăн 27-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра 2014-2015 çулти вĕренỹ тытăмне хатĕрленсе çитнипе çыхăннă канашлăва хутшăннă. Ăна Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев видеоконференци мелĕпе ирттернĕ.

Дмитрий Медведев палăртнă тăрăх - Раççей Федерацийĕн субъекчĕсенче ача сачĕсене лекес текенсен черечĕ самай пĕчĕкленнĕ, вĕсенче çĕнĕрен тата 400 пин вырăн хутшăннă. Кăçал тата 350 пин вырăн пулĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Дмитрий Медведев премьер-министра республикăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан пур шкул та ачасене йышăнма хатĕрри çинчен каланă. Çĕнĕ вĕренỹ çулĕнче пĕрремĕш класа пĕлтĕрхинчен 500 ача ытларах каять. Вĕренỹ çулне хатĕрленме пурĕ 1 млрд та 800 млн тенкĕ уйăрнă. Михаил Игнатьев çавăн пекех Украинăран вăхăтлăха тарса килнĕ çынсен 133 ачи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулсенче вĕренме пуçласси тата 45 ача садиксене çỹреме тытăнни çинчен каланă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429144, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Альбусь-Сюрбеево, ул.Центральная, д.1
Телефон: 8(83539) 42-2-04
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика