Альбусь-Сюрбеевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш Енре пурăнакансем - сывă пурнăç йĕркишĕн

27 августа 2014 г.

Чăваш Республикинчи кашни муниципаллă пĕрлешỹ сывлăх профильне çирĕплетес енĕпе ĕçе пуçăнĕ. Июлĕн 31-мĕшĕнче Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енре пурăнакансен сывлăхне çирĕплетмелли тата пурнăç пахалăхне лайăхлатмалли хушма мерăсем çинчен калакан Указа алă пуснă. Унпа килĕшỹллĕн ятарлă Правительство комиссийĕ туса хунă, унта патшалăх влаç тата хăй тытăмлăх органĕсенче, тĕрлĕ организацисемпе обществăлла пĕрлешỹсенче тăрăшакансене кĕртнĕ.

Правительство комиссийĕн тĕллевĕ - Чăваш Республикинчи сывлăх профильне хатĕрлесе çитересси. Тĕрĕс апатланасси, экологи хăрушсăрлăхĕ, таса шыв тата сывлăш, аманасран сыхланасси, çав шутра çул-йĕр çинче те, спирт шĕвекĕсене сутассине тĕрĕслесе тăрасси, ĕç вырăнĕсенче сывлăха сыхласси, инвалидсем валли лайăх вырăн йĕркелесси, спорта аталантарасси çине уйрăмах пысăх тимлĕх уйăрĕç.

Сывлăх профильне Чăваш Енри хуласемпе районсем валли çирĕплетеççĕ. Çак ĕçе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем çумĕнчи халăх сывлăхне çирĕплетес тата упрас ыйтусемпе ĕçлекен канаш пурнăçлĕ. Территоринчи хăй евĕрлĕхе факторсен комплекслă анализне ирттересси, халăх сывлăхĕ çине мĕн витĕм кỹнине палăртасси - вĕсен тĕп тĕллевĕ. Унăн никĕсĕ çинче халăх шучĕ ỹсеслĕхĕпе, вилекенсен йышне чакарассипе, пурнăç условийĕсене лайăхлатассипе муниципалитет аталанăвĕн стратеги планне хатĕрлĕç.

Палăртса хăвармалла, юлашки çулсенче Чăваш Енре çын çураласлăхĕ ỹсет. 2013 çулта вăтамран çынсем 70,9 çула çитнĕ (Раççейре - 70,77 çул). Республикăра пурăнакансен сывлăхĕ аван, анчах та диспансеризаци йĕркеленĕ май çакă паллă - вăраха кайнă инфекциллĕ мар чирсене чылай тупса палăртни сисчĕвлентерет. Çак чирсем ытларах сывă пурнăç условийĕсене пăхăнманнипе аталанаççĕ. Вĕсем çынран çынна ермеççĕ, эпир хамăр вĕсене "ỹстеретпĕр". Тĕрĕс мар апатланни, туртни, спирт шĕвĕкĕсене ĕçни сывлăха пысăк сиен кỹреççĕ, апла пулсассăн спортпа туслашни темрен те лайăхрах. Ведомствăсен хушшинчи ушкăнсен тĕллевĕ - Чăваш Енре пурăнакан кашни çынна сывă пурнăç йĕркипе пурăнма хăнăхтарасси, вĕренме, ĕçлеме, канма кирлĕ условисем туса парасси.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429144, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Альбусь-Сюрбеево, ул.Центральная, д.1
Телефон: 8(83539) 42-2-04
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика