18 июня 2014 г.
Мĕн ĕлĕкрен çын лашапа усă курнă - кỹлнĕ, суха тунă, ытти ĕçсене пурнăçланă. Ăратлă лашасем хăйсен хитре юрттипе, хăвăрт чупнипе çынсене савăнтарнă.
Чăваш Республикинчи лаша спорчĕн пĕр центрĕ Патăрьел районĕнче вăйлă аталаннă. 1968 çултанпа çак районти юртă лашасем нумай конкурс, чупу çĕнтерỹçисем пулнă. Совет Союзĕн, Раççейĕн ипподромĕсенче малти вырăнсене сахал мар çĕнсе илнĕ.
Пирĕн районта та çитĕнỹсем пур. Сăмахран, 1981 çулта "Затейник" юртă лаша Патăрьелĕнчи ипподромра 21 лаша хушшинче 1-мĕш вырăна тухнă. Çак лаша Г.Ф.Волков ертсе пынă хуçалăхран пулнă. Çавăн пекех З.Ш.Заргиров хуçалăхĕнчи "Гораций" юртă лаша 2006 çулта çĕршывăн тĕрлĕ ипподромĕсенче палăрнă. Районти ытти хуçалăхсен лашисем те сахал мар конкурсра çĕнтернĕ, кашни çулах Йĕпреç районĕнчи Пучинке ялĕнчи лаша спорчĕн республикăри "Камай уйĕ" уявне хутшăнни те çакнах çирĕплетет. Унта пĕрре кăна мар "Урожай", "Красный маяк" хуçалăхсен лашисем палăрнă, парнесене тивĕçнĕ.
Кăçал та Республика кунĕнче, июнĕн 24-мĕшĕнче, районти ипподромра пысăк уяв, юртă лашасен чупăвĕ, куравĕ пулать. Çак спорта кăмăллакансене программăпа паллашма сĕнетпĕр:
12.30-13.30 сехетре джигитсене курса киленме пулать.
13.30 - 14.30 сехетре пирвайхи чупусем, юртă лашасем ăмăртаççĕ.
14.30 - 14.40 сехетре вырăнти ăратлă лашасем "Ял джигичĕсем" чупура вăй виçеççĕ.
15.00 - 15.10 сехетре мала тухайман, 6, 7, 8, 9, 10 вырăнсем йышăннă юртă лашасен чупăвĕ пулать.
15.20 - 15.30 сехетре малтанхи чупура 1-5-мĕш вырăнсене тухнă лашасем финал ăмăртăвне хутшăнаççĕ. Çĕнтерỹçĕсене палăртаççĕ. Ипподромра Патăрьелĕнчен, Чĕмпĕр облаçĕнчен, Тутарстан Республикинчен килнĕ юртă лашасен чупăвĕпе киленме май пулĕ. Çитсе курăр!
Источник: "Каçал Ен"