Альбусь-Сюрбеевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Улшăнусем пур

26 апреля 2014 г.

2013 çулхи ноябрĕн 26-мĕшĕнчен кустăрмаллă, çулсăр-мĕнсĕр çỹреме пултаракан техникăна патшалăх техника асăрхавĕнче регистрацилессин правилисем улшăннă. Халĕ квадроциклсен, мотовездеходсен хуçисен техосмотра патшалăх техника асăрхавĕн органĕсенче мар, диагностика картти йĕркелесе техника тĕрĕслевĕ ирттерме аккредитациленĕ операторсем патĕнче тухмалла.

Кустăрмаллă, çулсăр-мĕнсĕр çỹреме пултаракан техникăпа çỹрекенсен техника тĕрĕслевĕ автомобильсен техосмотрĕпе пĕр килет, ăна çав çынсемех пурнăçлаççĕ. Техосмотр ирттермелли тапхăр та пĕр килет: малтанхи 3 çулĕнче - тĕрĕслев ирттермелле мар; 3 çултан 7 çулччен - кашни 24 уйăхра; 7 çултан - кашни 12 уйăхра. Вăйра тăракан саккун ыйтнипе диагностика карттисем йĕркелессинчен пăрăнсан çулсăр-мĕнсĕр çỹрекенсене мототехникăпа çỹреме чараççĕ; вĕсен айăпĕпе çул çинче инкек сиксе тухсан, эсир ОСАГОпа страхланнă пулсан, страхлакан компанин тăкака сирĕн шутран саплаштарма ирĕк пур.

Çавăнпа пĕрлех техника тĕрĕслевĕн çĕнĕ правилисемпе патшалăх техника асăрхавĕн органĕсенче техосмотр ирттернĕ чух кустăрмаллă, çулсăр-мĕнсĕр çỹрекен техника хуçисен ОСАГО полисне кăтартмалла. Патшалăх техника асăрхавĕн органĕсенче мототехникăна регистрациленĕ чух та ОСАГО полисĕ пулмалла. Транспорт хатĕрĕсен хăвăртлăхĕ сехетре 20 километртан иртмесен полис кирлĕ мар.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429144, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Альбусь-Сюрбеево, ул.Центральная, д.1
Телефон: 8(83539) 42-2-04
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика