26 апреля 2014 г.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн мартăн 27-мĕшĕнчи 170 №-лĕ хушăвĕпе ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн канашçисене çирĕплетнĕ. Асăннă саккунпа килĕшỹллĕн, унăн канашçи пулма "Энергосервис" ООО директорне Геннадий Волкова, ЧР "Чувашавтотранс" ПУП генеральнăй директорĕн çумне Игорь Воропаева, "Голицын" холдинг компанийĕ" АХО генеральнăй директорне Алексей Короткова тата РФ тава тивĕçлĕ врачне Валентина Теллинана шаннă. Çак йышра пирĕн ентешĕмĕр пулни районшăн та пысăк сум.
Геннадий Федоровича районта пĕлмен çын çуках. Нĕркеç ялĕнче çуралса ỹснĕскер, вăл тăван ялĕнчи ял хуçалăх предприятине чылай çул ертсе пынă. 2001-2012 çулсенче район пуçлăхĕн лавне туртнă. 2012 çулхи пуш уйăхĕнчен - "Энергосервис" ООО директорĕ. ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн канашçин тивĕçĕсене туллин те яваплăн пурнăçлама Геннадий Федоровича çирĕп вăй-хал, ăнăçу, сывлăх сунатпăр.
Источник: "Каçал Ен"