Альбусь-Сюрбеевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çуллахи сезон уçăлчĕ

23 апреля 2014 г.

Районта пурăнакансем спортпа туслă пулнине тĕрлĕ ăмăртусенче çĕнтернипе çирĕплетеççĕ. Районта çеç мар, республика шайĕнче те палăраççĕ спортсменсем. Ачасемпе çамрăксене спорта явăçтарас тесе те сахал мар ĕç пурнăçланать. Акă, иртнĕ шăмат кун, апрелĕн 19-мĕшĕнче, "Кĕтне" ФСК стадионĕнче çуллахи çăмăл атлетика сезонне уçрĕç. Асăннă ăмăртăва шкул ачисемпе пĕрлех организаци, администраци, ял тăрăхĕсен командисем те хутшăнчĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев пухăннисене спорт уявĕпе саламларĕ, ăнăçу сунчĕ. Район администрацийĕн вĕренỹ пайĕн спорт тата çамрăксен ĕçĕсен сектор заведующийĕ Юрий Боровков спортсменсем ăмăртăва хутшăнма хатĕррине пĕлтерчĕ.

    Каччăсемпе хĕрсем тĕрлĕ дистанцисенче чупрĕç. Ăмăртура, паллах, чи вăйли, хăвăртраххи финиша чи малтан çитрĕ. Кашни вĕренекен мĕнле чупнине кура, команда шăпи уçăмланать-çке. Тĕп шкулсен командисем хушшинче Хирти Явăш шкулĕн командине çитекенни пулмарĕ. Вĕсем - пĕрремĕш вырăнта. И.Гайнуллин, М.Сейфуллин, А.Яковлев, Р.Феткуллин, И.Халитов, Р.Ялакова, К.Александрова, Р.Зейнатуллина, Э.Кузнецова вĕренекенсем ăсталăхпа палăрчĕç. Анат Тимĕрчкасси шкулĕ - иккĕмĕш, Александровкăсем виççĕмĕшсем пулчĕç.

    Нĕркеç вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем чăннипех те хăвăрт чупнине тĕслĕхпе çирĕплетрĕç. М.Исаев, А.Антонов, В.Белкин, Г.Плеткин, Р.Алексеев, С.Афанасьев, А.Антонова, В.Воронова, А.Воронова, Г.Федорова, Н.Петрова, Н.Белкина, Н.Маркова, А.Порядкова спортсменсем стартра маттур пулнипе пĕрремĕш вырăна алăран вĕçертмерĕç. Хырай Ĕнел вăтам шкулĕн спортсменĕсем иккĕмĕшсем пулчĕç. Асанкассисем те ăсталăхпа палăрчĕç, вĕсем - виççĕмĕшсем. Организацисемпе предприятисен командисем хушшинче район администрацийĕнче тăрăшакан специалистсен ушкăнĕ палăрчĕ, вĕсем пĕрремĕш вырăнта. Районти тĕп больница коллективĕ иккĕмĕш пулчĕ. Комсомольски тата Элпуç ял тăрăхĕсен командисем виççĕмĕш вырăна тухма пултарчĕç.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429144, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Альбусь-Сюрбеево, ул.Центральная, д.1
Телефон: 8(83539) 42-2-04
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика