12 апреля 2014 г.
"Ма паян йăл кулать сар хĕвел,
Ма паян пит хаваслă тĕнче?
Эс çуралнă юлташ ак паян,
Çавăнпа савăнатпăр чунтан", -
янăрать çепĕç юрă Элпуç ял культура çуртĕнче. Çак кунсенче кунта Элпуçĕнчи библиотекăра тăрăшакан Роза Федоровна Розован "Телей сунса та юратса" пултарулăх каçĕ иртрĕ. Унта юбиляра хисеплекен тус-юлташĕсем, ĕçтешĕсем хутшăнчĕç.
Роза Федоровна Розова (Калмыкова) Патăрьел районĕнчи Кивĕ Ахпỹрт ялĕнче çуралса ỹснĕ. Çемьери виççĕмĕш ача Роза шкулти хастар та маттур хĕрсенчен пĕри пулнă. Шкул пĕтерсен, ашшĕ-амăшĕн сĕнĕвне тĕпе хурса, Патăрьелне ветеринара вĕренме каять. Каярах Комсомольски комсомол райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ З.Лазарева сĕннипе, 1978 çулта Хирти Явăшри вăтам шкула пионер вожатăйра ĕçлеме яраççĕ. Часах уçă чунлă çамрăк хĕр пионерсем хушшинче пултаруллă ертỹçĕ пулса тăрать. Вăл ертсе пынипе шкул пурнăçĕ, ĕç-хĕлĕ кăсăклăрах та хаваслăхрах иртнĕ.
Роза Федоровна пуçарăвĕпе ачасем миçе тонна тимĕр-тăмăр, кивĕ хаçат-журнал пуçтарман-ши? Вăл çулсенче Тимур команди ватăсене пулăшас енĕпе хастар ĕçленĕ. 70-80-мĕш çулсенче Роза Федоровна çамрăксемпе тĕрлĕ савăнăç каçĕсем йĕркеленине, кỹршĕ ял çамрăкĕсемпе тĕл пулусем ирттернине паянхи пекех аса илет. - Вăхăчĕ чăн та асра юлмалла иртнĕ. Тĕрлĕ шухăшлă, мал ĕмĕтлĕ çамрăксем пухăнатчĕç. Мĕн пирки кăна сỹтсе явман пулĕ, вылянă, кулнă, ташланă, - аса илет Роза Федоровна.
Чун ыйтнипе, туртнипе пурнăçланă вăл çак ĕçсене. Паян та вăл - чи хастар библиотекарьсенчен пĕри. Кунта килсе çỹрекен вулакансемпе яланах тарават. Кирлĕ кĕнекесене сĕнет, периодика та чылай çырăнаççĕ. Час-часах тĕрлĕ мероприятисем йĕркелени те ял çыннисен кăмăлне хăпартать. Роза Федоровна нумай конкурс, уяв йĕркелỹçи çеç мар, хăй те вĕсене хастар хутшăнать, юрлама-ташлама ăста вăл. Маттур хĕре Хирти Выçли каччи, Алексей Розов, куç хывать, çемье çавăраççĕ. Икĕ ывăл çуратса тивĕçлĕ воспитани панă Розовсем. Икĕ ача амăшĕ пулсассăн та ĕçри хĕрỹлĕхе чакармасть хĕрарăм. Чылай çул вăл Элпуç ял тăрăхĕн хĕрарăмсен канашне ертсе пырать. Роза Федоровнăна ĕçре маттур пулнăшăн, ватăсемпе тата çамрăксемпе çăмăллăнах пĕр чĕлхе тупнăшăн чунтан хисеплеççĕ.
М.Гаврилова
Источник: "Каçал Ен"