22 марта 2014 г.
Пирĕн района та Шупашкар хулинчен тĕрлĕ сферăри ертỹçĕсемпе специалистсем килсе çитрĕç. Федераци налук службин Чăваш Республикинчи управленийĕн ертỹçин çумĕ С.И.Аристова, ЧР патшалăх тĕп инженер-инспекторĕ В.П.Димитриев, ЧР Пуçлăхĕн Патшалăх право управлени начальникĕн çумĕ С.А. Чекрыгина, Федераци службин Чăваш Республикинчи ĕç тăвакан управленийĕн начальникĕ А.А.Нецкин, ЧР Шалти ĕçсен министерствин штаб начальникĕн çумĕ А.Н.Кушников, РФ социаллă страховани фончĕн Чăваш Республикинчи регионти патшалăх учрежденийĕн право уйрăмĕн начальникĕ М.Ю.Семенов, РФ Федераллă Пухăвăн Федераци Канашĕн членĕн Л.Л.Лебедевăн пулăшуçи М.И.Федотов районти тĕрлĕ ял тăрăхĕсене çитсе тĕл пулусем йĕркелерĕç, кун йĕркинчи ыйтусене сỹтсе яврĕç. Раççей Федерацийĕн Федераллă Совечĕн Федераци Канашĕн членĕн Л.Л.Лебедевăн пулăшуçи М.И.Федотов, район администрацийĕн ĕçĕсене пурнăçлаканĕ Ю.В.Скворцов Хырхĕрри ял тăрăхне çитсе курчĕç. Хырхĕрри тĕп шкулĕн педагогĕсемпе тата информаципе культура центрĕн ĕçченĕсемпе тĕл пулчĕç. Чи малтанах Михаил Иванович Федотовпа кун йĕркинчи ыйтусене сỹтсе яврĕç. Чăваш Республикинче демографи лару-тăрăвне лайăхлатас енĕпе йышăннă программа епле ĕçлет, унăн витĕмĕ пур-и? Пĕлтĕр Чăваш Енре, 2011 çулхипе танлаштарсан, 1189 ача ытларах çуралнă, вилекенсен йышĕ те çак çулсенче сахалрах. Пирĕн районта пĕлтĕр 365 пепке çуралнă, вилекенсем ытларах пулнă. Çурхи ака-суха ĕçĕсене хатĕрленесси, муниципалитетри çĕр участокĕсене инвентаризацилесси, уйрăм граждансене çурт-йĕр тата коммуналлă тỹлевсене тỹлеме пулăшу кỹресси еплерех йĕркеленнипе те паллаштарчĕ Михаил Иванович. Паянхи куна республикăра ака-суха ĕçĕсене хатĕрленес енĕпе хĕрỹ ĕçсем пыраççĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсем техникăпа вăрлăх çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Мартăн 19-мĕшĕ тĕлне районта акма пурĕ 64 процент кондициллĕ вăрлăх хатĕрленĕ, техникăна юсаççĕ. Пушар хăрушсăрлăхĕн тĕп правилисене пăхăнасси, вырăнти территорие тирпей-илем кĕртесси те çирĕп йĕркепе пурнăçланмалла. Ку енĕпе Хырхĕррисем тăрăшуллă ĕçлеççĕ. Юлашки 2 çулта кунта вут-çулăм алхасман, çакă ял çыннисемпе вырăнти влаç тимлĕ пулнипе çыхăннă, паллах. Территорисене тирпей-илем кĕртес енĕпе те пĕрле пухăнса ĕçлеççĕ. Ял тăрăхĕнче пушă çуртсем йышланса пыни, вĕсене кирлĕ пек пăхса тăманни çеç кунта пурăнакансене пăшăрхантарать. Хăш-пĕр çуртсем ишĕлсех аннă, пахчисенче мăян ашкăрать. Килĕшỹсĕр ỹкерчĕк. Çурт хуçисене вырăна йĕркене кĕртме хистемеллех. Çĕрсене инвентаризацилесси пирки те ыйтусем пулчĕç. Çак ĕçе 2015 çулччен вĕçлеме палăртнă, ăна икĕ тапхăрпа йĕркелĕç. М.И.Федотов культура ĕçченĕсемпе тĕл пулнă май вырăнти библиотекăра та пулчĕ. Кунта кĕнеке фончĕ пуяннине, хаçат-журнал нумай çырăнса илнине палăртса хăварчĕ. Культура çулталăкне халалласа, район 75 çул тултарнă ятпа кĕнеке выставкисем йĕркеленĕ. Вулакансем те йышлă ку тăрăхра, пĕлтĕрхи кăтартусемпе ял тăрăхĕнче пурăнакан кашни çын библиотекăна 2-3 хут та пулин килнех. Уйрăмах ачасем кĕнекепе туслă пулнине палăртрĕç ĕçченсем. Чăваш Республикин патшалăх тĕп инженер-инспекторĕ Владимир Павлович Димитриев район администрацийĕн пысăк залĕнче йĕркеленĕ агрономсен канашлăвне хутшăнчĕ. Тĕп ыйтусене хускатрĕ. Çурхи ака-суха ĕçĕсене вăхăтра тата пахалăхпа пурнăçлас енĕпе тăрăшса ĕçлемеллине, çитменлĕхсене пĕтерсе техникăна вăхăтра, кирлĕ пек хатĕрлемеллине каларĕ. Информаци кунне хутшăннă ытти специалистсем Тукай, Комсомольски, Аслă Çĕрпỹел, Асанкасси, Элпуç ял тăрăхĕсене çитсе унта пурăнакансемпе тĕл пулчĕç. Çивĕч ыйтусене, информаци кунĕн пĕтĕмлетĕвне район администрацийĕн пуçлăхĕн пỹлĕмĕнче сỹтсе яврĕç.
А.МАРИЯН.
Источник: "Каçал Ен"