Альбусь-Сюрбеевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Профсоюз членĕсем спортра маттур

19 февраля 2014 г.

Февралĕн 16-мĕшĕнче районти вĕренÿ тытăмĕнче тăрăшакан профсоюз членĕсем винтовкăран персе ăмăртрĕç. Мероприятие район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн начальникĕ Н.А.Максимов, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин районти уйрăмĕн секретарĕ В.Н.Гаврилов, вĕренÿ ĕçченĕсен районти профсоюз организацийĕн председателĕ А.А.Яковлев уçрĕç. Ăмăртăва хутшăнакансене ăнăçу, çирĕп сывлăх сунчĕç. Çак тупăшура пурĕ 21 команда вăй виçрĕ.

Чи матуррисем, тĕл перекеннисем Хирти Явăш тĕп шкулĕн вĕрентекенĕсем пулчĕç. Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн педагогĕсем иккĕмĕш вырăнта. Шурутсем — виççĕмĕшсем. Л.Н.Глинкина, Л.П.Яковлева, В.Г.Гордеев, П.В.Родионов мала тухассишĕн сахал мар тăрăшрĕç. Владимир Гордеев ар çынсем хушшинче иккĕмĕш вырăна алран вĕçертмерĕ. Кунта, паллах, физкультура учителĕн Г.Н.Мироновăн тÿпи пысăк. Çĕнтерÿçĕсене дипломсемпе тата парнесемпе чысларĕç.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429144, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Альбусь-Сюрбеево, ул.Центральная, д.1
Телефон: 8(83539) 42-2-04
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика