Альбусь-Сюрбеевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тунă ĕçсене пĕтĕмлетрĕç

12 февраля 2014 г.

Февралĕн 10-мĕшĕнче «Дружба» ял хуçалăх производство кооперативĕн ĕçченĕсем 2013 çулта тунă ĕçсене пĕтĕмлетнĕ. Пухăннисем умĕнче хуçалăх ертÿçи тата специалистсем доклад тунă, цифрăсемпе паллаштарнă.

Çĕр ĕçченĕсем иртнĕ çул 1756 тонна тĕш тырă, 1441 тонна çĕр улми акса-лартса туса илнĕ.

Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен вăтам тухăçĕ пĕр гектартан 20,3 центнерпа танлашнă, «иккĕмĕш çăкăрăн» — 180,1 центнер.

2013 çулта «Дружба» ĕçченĕсем 924 центнер аш-какай туса илнĕ. Кашни ĕне çулталăкра вăтамран 4583 килограм сĕт антарнă.

Туса илнĕ продукцие вĕсем 45596 пин тенкĕлĕх сутса тупăш илнĕ, çав шутра выльăх-чĕрлĕх сутса — 12323 пин тенкĕ. Кунта ĕçлекенсен иртнĕ çулхи вăтам ĕç укçи — 8980 тенкĕ.

Пухăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев пĕтĕмлетнĕ. «Иртнĕ çул эсир туслă ĕçлени сирĕн кăтартусенче паллă»,— тенĕ Михаил Романович, пурне те ăнăçу сунса.

Р.РОЗОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429144, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Альбусь-Сюрбеево, ул.Центральная, д.1
Телефон: 8(83539) 42-2-04
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика